Юрату вилĕмсĕр

27 Июн, 2014

Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн мана Вăрнар районĕнчи пĕр шкула аслă пионервожатăй пулса ĕçлеме ячĕç. Шкулĕ тăван ялтан пилĕк çухрăмра кăна. Çавăнпа питĕ савăнтăм: хваттер кирлĕ мар, апат-çимĕçĕ те килтех. Кашни кунах вунă çухрăм утасси тем мар. Сахал-и çуллахи каникулта кунĕпе тырă вырнă, утă çулнă, çум çумланă.

 

Шкулта мана питĕ кăмăллă кĕтсе илчĕç. Уйрăмах директор савăнчĕ: «Эпир кунта ватă учительсем кăна тăрса юлтăмăр-ха. Ачасем вара çамрăк вĕрентекенсене юратаççĕ. Вожатăйăн ĕç укçи сахалрах ĕнтĕ. Эпир хушса парăпăр, хăвăрăн кăмăл пулсан. Сире юрă урокĕсемпе рисовани урокĕсене ирттерме вĕрентнĕ вĕт? Çав сехетсем сирĕн пулĕç».

 

Ку сăмахсене илтсен эпĕ пĕр хĕпĕртерĕм, пĕр тĕлĕнтĕм: мĕнле шанса пачĕç-ха мана аслă классенчи уроксене? Пысăк хавхаланупа ĕçе тытăнтăм. Директор çумĕ мана пулăшсах тăчĕ. Кĕçех районта пионервожатăйсен семинарĕсене ирттерме пуçларĕç. Унта пире мĕн кирлине пурне те вĕрентетчĕç: ĕç планĕ хатĕрлеме, пионер сборĕ ирттерме... Çĕнĕ ташăсемпе юрăсене те. Ачасемпе ĕçлеме мана килĕшетчĕ. Пионерсемпе сборсем, концертсем, кану каçĕ, тĕл пулу йĕркелесех тăраттăм. Ачасем эпĕ сĕннине хаваспах пурнăçлатчĕç. Кирлĕ чухне хам ĕçе комсомолецсене те явăçтараттăм. Уйрăмах вуннăмĕш класс ачисем тăрăшатчĕç. Вĕсем мана хăйсен тантăшĕ вырăннех хуратчĕç. Анчах эпĕ вĕсене кирлĕ таран кăна хам пата çывхартаттăм. Çавăнпа вĕсем манран кăштах хăратчĕç те, вăтанатчĕç те. Инкеке пула, икĕ арçын ача, Витя Савченкăпа Петя Иванов, хама юратса пăрахнине туйрăм. Вĕсем манран виçĕ-тăватă çул кĕçĕнрехчĕ. Иккĕшĕ те питĕ лайăх каччă. Енчен те вĕсем хампа тантăш пулнă пулсан хăшне те пулин тус тăваттăм пулĕ. Тĕрĕссипе, мана ытларах Савченко килĕшетчĕ. Лайăх вĕренет, ырă кăмăллă, çаврăнăçуллă, тирпейлĕ, нумай вулать, ĕçлеме ÿркенмест. Уçă та таса чунлă. Юлташĕсемпе хутшăнма пĕлет. Ачаранах лайăх воспитани илни курăнать. Вăл чăваш ялне пĕчĕк чухнех, вăрçă вăхăтĕнче, амăшĕпе пĕрле Украинăран эвакуаципе куçса килнĕ. Ашшĕ çар летчикĕ пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче самолечĕпе пĕрлех çунса кайнă. Витьăн пĕтĕм ĕмĕчĕ - ашшĕ пек летчик пуласси.

 

Витьăн амăшĕ упăшки вилнĕ хыççăн ял каччипе пĕрлешнĕ те кунтах пурăнма юлнă. Иккĕмĕш упăшкинчен йĕкĕреш хĕрпе пĕр ывăл çуратнă. Паллах, унăн Витя çинчен шухăшлама вăхăт пулман, çапах ывăлĕ хăш-пĕр ача пек япăхса каймарĕ. Тарăн шухăшлă та илемлĕ сăн-питлĕ каччă пулса ÿсрĕ. Нимĕнле хĕр те тиркемĕ ăна.

 

Эпĕ ăна хама юратнишĕн хĕрхенеттĕм. Мĕншĕн тесен çак юратăвăн пуласлăхĕ çук. Эпĕ унран аслă. Хăйшĕн асаплану кăна. «Манăн вара унăн çулĕ çинчен пăрăнмалла, ун туйăмне урăх еннелле пăрса яма тăрăшмалла», - шухăшлаттăм. Çавăнпа та унпа май килнĕ таран сахалрах тĕл пулма тăрăшаттăм, сисмĕш тăваттăм.

 

Çуркунне çитсен Витя мана хитре чечексем парнелеме пуçларĕ. Хăй мар, йăмăкĕсем паратчĕç вĕсене. Киле вĕсен тĕлĕнчен иртсе çÿремеллеччĕ. Кашни кунах йăмăкĕсем алăк умĕнче кĕтсе тăратчĕç. Чечекĕсене Витя вăрмантан татса килнине тавçăраттăм. Вăрманĕ ял çумĕнчех.

 

Пĕррехинче чечексене илмерĕм: «Хитре чечексене кашни кунах татма юрамасть, вĕсене упрас пулать», - терĕм. Хĕр пĕрчисем кÿренчĕç, макăрса ячĕç, чечек çыххине ман ума хучĕç те чупса тарчĕç. Çĕклерĕм вĕсене, анчах кун хыççăн тепĕр урампа çÿреме пуçларăм. Витьăн кăмăлĕ улшăнчĕ: те çилленчĕ, те вăтанчĕ. Пăрăнса çÿреме пуçларĕ.

 

Кĕçех вуннăмĕш классен экзаменсем пуçланчĕç. Эпĕ хам та института çуллахи сессине кайрăм /куçăмсăр майпа вĕренеттĕм/. Вуннăмĕшсем уйрăлу каçне чĕнсе янăччĕ, килме вăхăт пулмарĕ. Çапла вара Витьăпа Петьăна шкултан тухса кайиччен урăх тĕл пулмарăм. Кайран тин учительсенчен Петя пединститута, Витя авиашкула вĕренме кĕнине илтрĕм. Каччăсем çыру çырасса шаннăччĕ-ха, анчах çырмарĕç. Ыттисенчен килетчĕç вĕсем, Петьăпа Витьăран вара - çук.

 

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçăнса хĕл те иртсе кайрĕ. Тепĕр çуркунне çитрĕ. Пĕррехинче тĕлĕк куртăм: янкăр таса тÿпе, тавраллах хĕвел ялтăрать, анчах шăтса тухнă симĕс черчен курăк хăйĕн патне туртать. Эпĕ питĕ хаваслă, манăн вĕçес килет. Алăсене çунат евĕр çĕклерĕм çеç - Витя Савченкона курах кайрăм. Летчиксен çуллахи уяв тумĕпе. Сылтăм аллине бинтпа çавăрса çыхни палăрать. Акă вăл ман ума çитсе тăчĕ, сывлăх сунчĕ.

- Салам, Регина Петровна. Эпĕ кăштах амантăм, çавăнпа та мана пĕр кунлăх киле ячĕç. Ыран каятăп. Яланлăхах...

Вăл тата тем каласшăнччĕ. Анчах та çак вăхăтра шарт вăранса кайрăм. Ку тĕлĕк пулнине ĕненмесĕр выртатăп. Чăн-чăн пулнă пекех туйăнчĕ-çке. Хама ĕненмесĕр чупса пырса чÿрече каррине сиретĕп те кантăка уçса яратăп: янкăр тÿпе, хĕвел, сип-симĕс курăк - Витя çук. Чÿрече айĕнчи сак çинче шурă розăсен çыххи. Ăна хĕрлĕ хăюпа илемлетнĕ. Кам килсе панă-ши?

Халат уртса ятăм та урама чупса тухрăм, анчах сак çинче нимĕнле чечек çыххи те çук. Унталла-кунталла пăхкалатăп. Никам утни те курăнмасть. Пÿрте кĕретĕп. Сĕтел çинче анне çырса хăварнă хут татки: «Эпĕ ĕçе каятăп. Алăксене питĕрсе хăвар».

Чечек çыххи çухални ман кăмăла пăсмарĕ, тĕлĕкре çеç пулнă тесе шухăшларăм. Витьăна курнишĕн савăнтăм: манса кайман иккен хăйсен вожатăйне. Манăн яланах çавăн пек пулать: аякра пурăнакан çынна тĕлĕкре курсан - унран çыру илетĕп.

Апатланса тумлантăм та юрла-юрла шкула васкарăм. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа çитрĕм, йăл-йăл кулкаласа учительсен пÿлĕмне кĕтĕм. Тÿрех вĕрентекенсем салхуллине асăрхарăм. Ман тăрăх темĕнле сивĕ хум чупса иртрĕ. Сывлăх сунтăм та ырă мара сиссе хам вырăна кĕрсе лартăм. Кăшт тăхтасан пĕр учительница, Витьăсемпе кÿршĕллĕ пурăнаканскер, сăмах хушрĕ:

- Регина Петровна, эсир илтнĕ-и, Витя Савченко вилнĕ. Икĕ кун каялла. Телеграмма килнĕ. Паян хăйне тупăкра илсе килеççĕ...

Эпĕ ним калама пĕлмесĕр ларатăп. Каллех тĕлĕк куратăп пулĕ тетĕп. Кунĕпех чирлĕ çын пек çÿрерĕм. Ним тума та, нимĕн шухăшлама та пĕлместĕп - пуç ĕçлемест.

Уроксем пĕтнĕ çĕре Савченкона илсе килни çинчен пĕлтерчĕç. Вăл летчиксен çуллахи тумĕпе пулнине тата аллипе кăкăрне бинтпа чĕркесе çыхни çинчен каларĕç. Пичĕ çинче нимĕнле суран та çук, чĕрĕ пекех выртать терĕç.

Тепĕр кунне Витьăна юлашки çула ăсатрĕç. Эпĕ унпа сыв пуллашма каймарăм. Унăн сăнарĕ тĕлĕкри пек чĕрĕ юлтăр терĕм.

Унтанпа çур ĕмĕр иртрĕ пулин те çав тĕлĕке манаймастăп, паян ир курнă пекех туйăнать: таса тÿпе, çутă хĕвел, симĕс курăк, Витя Савченко. Чĕрĕ.

Халĕччен те тĕн-тĕшмĕшпе усал-тĕселе ĕненместĕп пулин те çав тĕлĕкрен тĕлĕнме пăрахмастăп. Мĕн кăтартрĕ-ха ăна мана? Хăй вилнĕ хыççăн икĕ кунтан мĕнле майпа курма пултартăм-ха вăл мĕнле аманнине? Тата мĕн каласшăн пулчĕ-ши вăл мана юлашкинчен?

Тен, хăйĕн туйăмĕ вилĕмсĕр пулнине пĕлтерес терĕ?

Роза ВОЛКОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.