Пĕлтĕрхинчен хăвăртрах

1 Июл, 2019

Выльăх апатне хатĕрлес ĕç мĕнлерех пыни, патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсем, ача-пăча сывлăхне çирĕплетмелли лагерьсенче 1-мĕш смена епле иртни — шăпах çак ыйтусене сÿтсе яврĕç паян ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура.

Республикăри ял хуçалăх организацийĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç мĕнле пыни пирки ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Рябинина каласа кăтартрĕ. «Кăçал ку ĕçсем, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, чылай маларах пыраççĕ», — терĕ вăл. Нумай çул ÿсекен курăксене çулма çу уйăхĕн 17-мĕшĕнчех пуçланă. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне лаптăкăн 66,5% çулнă. Ку ĕçе пурнăçлас тĕлĕшпе Елчĕк тата Йĕпреç районĕсем малта пыраççĕ. Татьяна Рябинина палăртнă тăрăх — нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулассине ку эрнере вĕçлеме планлаççĕ. Хальхи вăхăтра 19 районта сенаж хатĕрлеççĕ. 104,3 пин тонна хатĕрленĕ — планпа палăртнин 43,1%. Лидерсем — Елчĕк, Шупашкар тата Вăрнар районĕсем. Республикăн пĕтĕм районĕнче утă хатĕрлеççĕ. Паянхи кун тĕлне ку енĕпе плана 51% тултарнă. Çавăн пекех хуçалăхсенче силос тата витаминпа курăк çăнăхне хатĕрлес ĕç пырать. «Ял хуçалăх организацийĕсенче пур техника выльăх апатне вăхăтра хатĕрлеме май парать», — терĕ министр тивĕçĕсене пурнăçлакан. Вăл Чăваш Енĕн агропромышленноç комплексне пулăшмашкăн кăçал 2,7 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнине аса илтерчĕ. 907 миллион тенкине аграрисене куçарса панă. Утă уйăхĕнче 110,2 миллион тенкĕ куçарма пăхнă.
Михаил Игнатьев ĕçсене вăраха ямалла марри, выльăх апатне кирлĕ чухлĕ хатĕрлемелли пирки каларĕ, çанталăк условийĕсем çапла тума май панине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Комментировать