Кĕр, кĕрлерĕ Акатуй, Сабантуй!
Хĕрÿ тапхăр - çураки - вĕçленнĕ хыççăн республикăра ĕçпе спорт уявне ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Каçалсем çĕр ĕçченĕн уявне тата район 80 çул тултарнине анлă паллă турĕç. Уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ытти сумлă хăна хутшăнчĕ.
Маларах вĕсем Комсомольски районĕнчи Урмаелти çĕнĕ садикпе, вăтам шкулти юсав ĕçĕсемпе паллашрĕç. 110 вырăнлĕх ача садне кăçалхи авăн уйăхĕнче хута ямалла.
Хăнасене Акатуйра районта пурăнакансем илемлĕ юрă-кĕвĕпе, çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Аслă лапамра алă ăстисен куравне йĕркеленĕ. Суту-илÿ хĕрсех пычĕ. Ташă-юрă ăстисем çынсен кăмăлне çĕклерĕç. Яш-кĕрĕм спорт ăмăртăвĕсенче вăй-халне тĕрĕслерĕ. Сухаçăсем лашапа хăвăрт та тикĕс сухалассипе тупăшрĕç. Ача-пăча та тĕрлĕ конкурсра савăнчĕ.
Çуракине пĕтĕмлетнĕ май пултаруллă ĕçченсене, районăн хисеплĕ çыннисене наградăсемпе чысларĕç. Çамрăк çемьесем, специалистсем пурăнмалли условисене лайăхлатмашкăн патшалăх пулăшăвне - сертификат - тивĕçрĕç.
Лариса НИКИТИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментировать