Чăваш Енĕн сумĕ ÿсет

26 Июн, 2014

"Раççей регионĕсем - ăнăçлă аталану" VII экономика форумĕ ĕçлĕ тĕл пулăва хутшăннисен пуçĕнче тĕрлĕ шухăш çуратрĕ пулин те экспертсем унăн пĕлтерĕшне пысăк хак пачĕç. Инçетрен килнĕ хăнасем пирĕн республика тĕрĕс çул-йĕр суйласа илнине, пĕчĕк утăмсемпе пулсан та экономика çултан çул малаллах талпăннине палăртрĕç.

РАЕН чăн членĕ, экономика ăслăлăхĕсен докторĕ Михаил Делягин, тĕнчери РАЕХ ушкăн президенчĕ Дмитрий Гришанков, пурнăç пахалăхĕн институчĕн директорĕ Галина Астратова, Горький чукун çулĕн тĕп инженерĕ Александр Рябков, Франци хăни Оливье Блик, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Раççейри регионсен банкĕсен Ассоциацийĕн президенчĕ Анатолий Аксаков, ытти сумлă ăсчахпа специалист та хăйсен шухăшĕсене форума хутшăннисемпе пĕрле пайларĕç.

 Тĕплĕнрех ыранхи номерте.

Рубрика: 
Теги: