Медаль - Чăваш Ен Пуçлăхĕн аллинчен
Шкул аттестатне алла илни пĕр савăнтаракан, пĕр куççульлентерекен самант. Хыçра - ачалăх, умра - пурнăçăн анлă çулĕ. Çапах уява Чăваш Ен Пуçлăхĕ килсен начарри пирки самантрах манатăн пулĕ?
Çак чыса Шупашкарти 4-мĕш лицей выпускникĕсем тивĕçнĕ. Паян, çĕртмен 25-мĕшĕнче, Михаил Игнатьев асăннă пĕлý çуртне çитрĕ: "5" паллăпа çeç вĕреннисем унăн аллинчен ылтăн медале тивĕçрĕç. "Вĕренý тата экзаменсем хыçа юлчĕç. Малта - ытти тĕрĕслев", - терĕ Республика Пуçлăхĕ саламланă май. 4-мĕш лицей республикăра çeç мар, Раççeйре те малтисен ретĕнче пулнине асăнчĕ. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх, кунта педагогсен, вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕн тýпи пысăк.
Лицей директорĕ Наталья Коновалова тата Шупашкар хула администрацийĕн вĕренý управленийĕн ертýçи Дмитрий Захаров выпускниксене аттестат тыттарчĕç, тĕрлĕ олимпиадăра, спортра палăрнисене те чысларĕç.
Ирина КОШКИНА..Автор сăн ýкерчĕкĕсем.
Комментировать