Ача сачĕ тата троллейбус линийĕ – пысăк парне

24 Июн, 2019

Чăваш Енре ырă йăла пур: регионăн чи пысăк уявĕнче — Республика кунĕнче — социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ объектсем уçасси. Кăçал та ырă çак йăлана манмарĕç. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Шупашкарти «Соляное» микрорайонта çĕнĕ садик ĕçлеме пуçларĕ. «Çĕнĕ хула» микрорайонта вара троллейбус çĕнĕ линийĕ хута кайрĕ. «Пире уяв ячĕпе пысăк парне туса пачĕç», — савăнăçне пытараймарĕç асăннă тăрăхра пурăнакансем.

Тĕрлĕ енлĕн аталанĕç

Çĕнĕ ача сачĕ, «Росинка» ятлăскер, аякранах хитрен курăнать. Шала кĕрсен вара унтан тухас та килмест. Пур çĕрте те таса, илемлĕ, хăтлă. 3 хутлăскер 220 ачана йышăнĕ. 10 ушкăн валли пÿлĕмсем, музыка тата спортпа гимнастика залĕсем, спорт хатĕрĕсене упрамалли вырăн, медицина тата кухня блокĕсем, методист, логопед, психолог тата ытти пÿлĕм, столяр мастерскойĕ — пурте хальхи вăхăт ыйтнине тивĕçтереççĕ. Унсăр пуçне ача садĕнче уçăлса çÿремелли 10 лаптăк пур, вĕсене хальхи йышши вăйă оборудованийĕпе пуянлатнă. Шкулчченхи учреждени хăрушсăрлăх правилисене те туллин тивĕçтерет: пушар тата хурал сигнализацийĕсене, шалти тата тулашри видеосăнав камерисене вырнаçтарнă. Эппин, ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисемшĕн лăпкă пулĕ.

Çĕнĕ ача садне уçмашкăн çын йышлă пухăннă: асăннă учреждение çÿреме пуçлакан ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, кукамăшĕ-кукамăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ, микрорайонта пурăнакансем. Сумлă хăнасем килессе кĕтнĕ май вĕсем ача сачĕн çывăхĕнче «Тăван!» ятпа йĕркеленĕ фермер фестивальне хутшăнчĕç: теплицăпа, фермерăн импровизациленĕ картишĕпе, эколабораторипе, чечек лавккине, пекарньăна евĕрлекен лапамсен ĕçĕпе паллашрĕç. Унтах пĕчĕккисем валли карçинкка çыхас, музыка инструменчĕсем калас, «Çут çанталăка сыхлар» ятпа экоплакатсем хатĕрлес енĕпе ăсталăх класĕсем, спорт лапамĕнче çуллахи ăмăртусем иртрĕç.

Çав лапамсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пăхса çаврăнчĕ. Вăл «Соляное» микрорайонта пурăнакансене ача сачĕ уçăлнă ятпа саламларĕ. «Чăваш Енре хальхи вăхăтра çĕнĕ 15 ача сачĕ тăватпăр. Çывăх вăхăтра тепĕр иккĕ хăпартма пуçлăпăр. Вĕсене ĕçе кĕртни тепĕр 3280 ачана садикре вырăнпа тивĕçтерме май парĕ. Ача сачĕ уçăлни — ачасемшĕн тата вĕсен ашшĕ-амăшĕн пысăк уяв», — терĕ регион Пуçлăхĕ. Вăл Шупашкар хулинче 11 садик тунине палăртрĕ. Вĕсенчен пĕри, «Соляное» микрорайонти, хăйĕн алăкĕсене уçрĕ те ĕнтĕ.

«Пирĕн ача сачĕ — чи хăтли, чи илемли, чи тирпейли. Кунта ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма, воспитани пама кирлĕ пĕтĕм услови пур», — пĕлтерчĕ «Росинка» ача сачĕн заведующийĕ Ирина Корлатяну хула тата республика ертÿлĕхне тав тунă май. «Соляное» микрорайонти ашшĕ-амăшĕн ятĕнчен нумай ачаллă Королевсен çемйи тав сăмахĕ каларĕ.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн сумлă хăнасем ача садне кĕрсе курчĕç. Пĕчĕккисен ушкăнĕ легопа мĕнле ĕçленипе паллашрĕç. Вăтам ушкăнри ачасем лартнă чăваш халăх юмахĕн сыпăкне пăхрĕç.

Темиçе хут куçса ларма тивмĕ

«Çĕнĕ хула» микрорайонта пурăнакансен савăнăçĕ мĕн тери пысăк пулнине çырса кăтартма сăмах та çитмĕ. Халĕ вĕсем хула варрине троллейбуспа та çитме пултараççĕ-çке! Троллейбусăн çĕнĕ линине уçнă ятпа саламланă май Михаил Игнатьев микрорайонта пурăнакансен ыйтăвĕсене пурне те пурнăçлама тăрăшнине палăртрĕ. Унта халь ача сачĕ пур, шкул тăваççĕ. Нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартаççĕ, çавна май микрорайонта пурăнакансен йышĕ 10 пин çынна çитмелле. Хальхи вăхăтра унта 7 пин ытла çын тĕпленнĕ. «Троллейбус линине хута яни сирĕн пурнăçа татах лайăхлатĕ», — терĕ республика Пуçлăхĕ.

«Çĕнĕ хулана» троллейбус çÿретес тесе пысăк ĕç, пĕтĕмпе 3 тапхăрпа, пурнăçланă. 4 йĕрлĕ çул тунă. Тротуарсемпе велоçулсене хăтлăх кĕртнĕ. Троллейбусăн контакт сетьне тунă. Общество транспорчĕ пĕтĕм микрорайона çаврăнĕ. Çĕнĕ линин пĕтĕмĕшле тăршшĕ — 15 километр. «Çĕнĕ хулана» троллейбус çÿреме тытăнни унта пурăнакансене Шупашкара темиçе транспорта куçса лармасăрах çитме май парĕ.

Шупашкар хула Пуçлăхĕ Евгений Кадышев микрорайонта пурăнакансене уяв ячĕпе саламланă май Шупашкарта пĕрремĕш троллейбуссем 55 çул каялла çÿреме пуçланине аса илчĕ. Юлашкинчен çĕнĕ контакт сечĕсем 2009 çулта тунине пĕлтерчĕ. Троллейбус линине уçнă хыççăн сумлă хăнасем микрорайонта пурăнакансемпе пĕрле троллейбуса ларчĕç. Пурте хаваслă кăмăллă: троллейбус çÿреме пуçласса кашниех чăтăмсăррăн кĕтнĕ-çке. Чĕрĕ сасăпа юрлакансем вĕсен уяв туйăмне пушшех те вăйлатрĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем...

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать