Улатăрсене хисеп туса инçe çула тухрăмăр

23 Июн, 2019

Паян, çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче, Улатăр район халăхĕ Республика кунне сумлă хăнасемпе пĕрле паллă тăвать. Кивĕ Эйпеç ял тăрăхĕ уяв лапамне çaврăнчĕ. Ял-йыш республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, РФ Патшалăх Думин депутатне Леонид Черкесова, ЧР Патшалăх  Канашĕн Председателĕн заместительне Юрий Кислова ачасен "Юмах тĕнчи" çĕнĕ паркĕнче кĕтсе илчĕ. Çитĕнекен ăру хăйĕн пултарулăхĕпе тыткăнласа аслисене те юмах тĕнчине çавăтса кĕртрĕ. Тавралăха Константин Смирновăн йывăç кÿлепийĕсемпе илемлетни те асамлăх сĕмĕ кĕртрĕ.

Унтан уяв чăваш, вырăс тата мăкшă культурисен этнографи паркĕнче тăсăлчĕ. Сăмах май, вăл та Республика кунĕнче уçăлчĕ. Çакăнта Улатăр районĕнчи кашни ял тăрăхĕ хăйĕн çыннисемпе паллаштаракан кĕтес хатĕрленĕ. Борис Захаровăн картинисен куравĕ илĕртет. Юрий Белоусов ăстан вĕренекенĕсем лăпă çыхаççĕ. Наталья Сидорова пусмаран пукане ăсталать. Ял-йыш хăнасене ят-сум çĕнсе илнĕ ентешĕсем çинчен каласа кăтартрĕ, вĕсемпе мăнаçланнине палăртрĕ.
Кунта амфитеатр, "Ачалăхăн асамат кĕперĕ", çарпа патриотизм клубĕн лапамĕсем ĕçлерĕç. Пур çĕрте те чăвашла, вырăсла, мăкшăлла юрлани илтĕнчĕ.
Улатăр район администрацийĕн пуçлăхĕ Нина Шпилевая çитĕнÿсем çинче чарăнса тăчĕ: 10 километр çул сарнă, 8-мĕш ФАП уçăлнă, ял тăрăхĕсене хăтлăлатнă.
Михаил Игнатьев пурне те уяв ячĕпе саламланă май йĕри-таврари илем ачасем валли юлнине каларĕ. Улатăр районне "Раççей çăл куçĕсем" фестивале хутшăнакансем те килсе çитнине палăртрĕ. Казак юррисен "Станица" ансамблĕ, Пенза чăвашĕсен "Ахаяс", "Асамат" ушкăнĕсем, Чĕмпĕр облаçĕнчи "Сибирские беседы" коллективĕ пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухрĕç.

www.hypar.ru

Марина ТУМАЛАНОВА. Автор căн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать