Владимир Путин: "Патшалăх хăватне паян экономика вăйĕпе виçеççĕ"

20 Июн, 2019

РФ Президенчĕ паян Раççей гражданĕсен общество, политика, социаллă пурнăçпа тата çĕршыв экономикипе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравларĕ. «Тÿрĕ лини» 4 сехет ытла тăсăлчĕ, Владимир Путин икĕ миллион ытла ыйтуран 81-шне хуравларĕ.

Наци проекчĕсен тĕллевĕ — пурнăçа лайăхлатасси

«Тÿрĕ лини» ыйтăвĕсене çĕртмен 9-мĕшĕнчех йышăнма пуçланă. Çавна май чылайăшне Владимир Путин халăхпа калаçма пуçличченех тишкернĕ.

Президент палăртнă тăрăх — вĕсенче халăха хальхи вăхăтра пăшăрхантаракан çивĕч самантсем палăраççĕ. Пурнăç пахалăхĕн тата тупăш шайĕ, сывлăх сыхлавĕнчи лару-тăру, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, çÿп-çап, çул-йĕр ыйтăвĕ малти вырăна тухать.

Владимир Путин çивĕч ыйтусене наци проекчĕсем татса пама пулăшассине палăртрĕ. «Çак мероприятисен тĕллевĕ — экономика аталанăвне çĕнĕ çул çине кăларасси, халăхăн тупăшне ÿстересси, çĕршыва хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Юлашки вăхăтра асăннă тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн кăмăллах мар йышăнусем те тума тиврĕ. Анчах ырă улшăну та çук мар, производство ÿсет, çынсен тупăшĕн шайĕ те хăпарать», — терĕ Президент.

Çапах та халăха пăшăрхантаракан ыйтусен хушшинче ĕç укçи пĕчĕккипе çыхăннисем йышлă. Кăларăм ертÿçисем палăртнă тăрăх — «Пурнăç хăçан лайăхланать?», «Шалăва хăçан хăпартĕç?» — çакăн евĕрлисем тĕрлĕ регионта ĕçлесе пурăнакан тухтăрсенчен, вĕрентекенсенчен йышлă килеççĕ. Студипе Калининград облаçĕнчен тÿррĕн çыхăннă Станислав, акă, пушарнăйсем 12-13 пин тенкĕ илнине, çемьене тăрантарас тесен темиçе ĕçре ĕçлеме тивнине пĕлтерчĕ. Çĕршыв ертÿçишĕн çак хыпар чăннипех те тĕлĕнмелле пулчĕ ахăртнех. «Мĕн пулса иртет унта? Кашни тĕслĕхпе уйрăммăн тĕрĕслемелле. Эпир шалу 11 пинрен ытларах пулмалла тесе йышăннă, — терĕ вăл. — Пурнăç хăçан лайăхланĕ? Темиçе çул каялла, уйрăмах 2016 çулта, пысăк йывăрлăхсем пулчĕç. Çынсен тупăшĕ палăрмаллах чакрĕ. Хальхи вăхăтра лару-тăру йĕркеленме пуçларĕ. «Сăрă схемăсемпе» ĕçлекенсене легализацилени те тупăш шайне лайăх витĕм кÿчĕ».

Президент вăтам хисепсене тĕпе хурса калаçать, мĕншĕн тесен кашни отраслĕн, кашни регионăн тупăш шайĕ пĕрешкел мар. Çавна май граждансене хăйне ăнланма ыйтрĕ. Тĕпрен илсен, Раççейре 2013 çултанпа номиналлă ĕç укçин виçи, Владимир Путин çирĕплетнĕ тăрăх, вăтамран 33 пинрен 45 пин тенке çити ÿснĕ. Ырă çак юхăм малашне те пулĕ. Уйрăмах, Президент каланă тăрăх, пенсисене, çак шутра çар пенсионерĕсен тÿлевĕсене те, ÿстерессине пысăк тимлĕх уйăрĕç.

«Наци проекчĕсем шăпах çак ыйтусене — экономикăна аталантарассине, ĕç тухăçлăхне ÿстерессине, апла тăк пурнăçа лайăхлатассине — татса пама май парĕç», — терĕ Владимир Путин. Кăларăма ертсе пыракансем лăпланмарĕç-ха, вĕсен «лайăх çав пурнăçа хăçан курма май килессине» пĕлес килчĕ. Президент сăмахĕсем тăрăх — «ку Совет Союзĕнче каланă пек — «Çитес ăру коммунизмра пурăнĕ» — тĕслĕх мар. Ырă улшăнусене паянах туйса илмелле». Тĕпрен илсен, пурнăç йывăрланнине Президент та йышăнать. Апла пулин те вăл лару-тăру çывăх вăхăтра лайăх енне улшăнасси пирки пĕрре те иккĕленмсет.

Сывлăх сыхлавĕн йывăрлăхĕсем

Тÿрĕ эфирта кăтартнă виçĕ регионти ача-пăча диспансерĕ, онкодиспансер тата акушер пункчĕ… Вĕсене çеç мар, çĕршыври сывлăх сыхлавĕн çакнашкал чылай учрежденине пĕрлештерекенни — специалистсем çитменни, тухтăр патне лекме йывăрри, эмелсем çитменни… Çак чăнлăх халăхран килнĕ ыйтусенчен пайăрланса тухнăскер.

Анчах телекомпани ĕçченĕсем вырăна çитсен пачах урăхла ÿкерчĕк асăрханă. Акă Челябинск облаçĕнчи пĕр ялти акушер пунктĕнче шăп, черет çук, тухтăрсем ирĕклĕ. Медицина ĕçченĕсем корреспондентпа «Ял тухтăрĕ» программăн çитменлĕхĕсем çинчен калаçаççĕ: çамрăксем ялта юласшăн, анчах пурăнмалли çук… Псков облаçĕнчи онкодиспансерта та пушă, тухтăр патне çăмăллăнах лекме пулать. Чирлисенчен хăшĕ-пĕри нимĕнле йывăрлăх та çук тет, ватăраххисем хăюллăрах, вĕсене хирĕçлеççĕ: специалистсем çитмеççĕ, сăлтавĕ, ахăртнех, ĕç укçи пĕчĕккинче…

Поликлиника заведующийĕ аслă шкул хыççăн ĕçлеме килнĕ çамрăк тухтăрăн шалăвĕ 25 пин тенкĕне яхăн пулни çинчен пĕлтерчĕ. Регионсенче специалистсем çитменнине пĕтермелли çул-йĕр шутĕнче вăл мединститут пĕтернĕ хыççăн направленипе ĕçлеме ямалли йĕркене ĕçе кĕртмеллине палăртрĕ.

Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче йывăрлăхсем пуррине çĕршыв ертÿçи те пытармарĕ. «Çынсене пулăшу паракан кирек хăш отрасльти пекех кунта та çивĕч ыйту нумай. Чи малтан виçĕ япалана — амбулатори пулăшăвĕпе тата эмелсемпе çителĕклĕ тивĕçтересси, специалистсен дефицитне пĕтересси — уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрмалла», — терĕ Владимир Путин.

Калаçăва РФ сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова хутшăнчĕ. Вăл юлашки вăхăтра шăпах амбулатори пулăшăвĕн тытăмне çине тăрса аталантарни, çавна май çитес вăхăтра ку сферăра ырă улшăнусем пуласси çинчен пĕлтерчĕ. Эмелсем çитменнине вăл регионсенче аукционсене вăхăтра ирттерменнипе сăлтавларĕ: «Тепĕр чухне складсем эмелсемпе тулса лараççĕ, чирлисем патне вара çитеймеççĕ. Мĕншĕн тесен ведомствăсен хушшинче пĕр-пĕрне информаци парассине тивĕçлĕ шайра йĕркелемен».

Çемьесене пулăшмалла

«Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче çамрăк амăшĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене те чылай хускатрĕç. «Пĕчĕк ачашăн уйăхра 50 тенкĕ компенсаци пани ытла та кулăшла. Ĕçе тухаймăн, садикре черет вăрăм», — çамрăк хĕрарăм çапларах ыйтупа Президент патне видеошăнкăравпа тухрĕ.

Владимир Путин сăмахне çемьесемпе ачасене пулăшма хатĕрленĕ патшалăх программисем çинчен каласа панинчен пуçларĕ. Сăмахран, нумаях пулмасть пĕрремĕш тата иккĕмĕш ача çуралнăшăн паракан пособи çирĕплетнĕ. Регионсенче унăн виçи 11 пине яхăн. «Манăн шухăшăмпа — ку япăх мар пулăшу, — терĕ Президент. — 50 тенкĕ пирки калас тăк. Вăл бюджет укçи мар, ăна 1994 çулта предприяти-организаци ертÿçисене тÿлеттермелле тунă. Унтанпа ăна пĕр хутчен те пăхса тухса улăштарман. Халĕ çак тÿлеве ачан пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçипе танлаштарма йышăннă».

Çапла майпа малашне 1,5-3 çулчченхи ачасене паракан пособи 10 пин тенке яхăн пулĕ. Ăна çĕршыври çемьесен 70 яхăн проценчĕ илме пултарĕ. Çавăн пекех, Президент пĕлтернĕ тăрăх, демографи лару-тăрăвĕ çивĕч регионсенче хушма пулăшу мерисене — виçĕ ачаллă çемьесене ачан пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçи чухлĕ пособи парса тăма — палăртнă.

Президент «тÿрĕ лини» валли килнĕ ыйтусен хушшинче нумай ачаллă çемьесен ипотекипе çыхăннă ыйтусене — икĕ тата ытларах ачаллă çемьесене 6 процентлă ипотека пама йышăннă. Чăннипе, ăçта çав процентсем? — асăрханине пĕлтерчĕ. Шел те, Владимир Путин каланă тăрăх, ку енĕпе йывăрлăхсем çук мар. Çынсене банксемпе çак ыйтăва татса пама йывăр, мĕншĕн тесен кредит учрежденийĕсем нумай ачаллă çемьесен проценчĕсене пăхса тухса çĕнĕрен шутласа парасшăн мар. Президент палăртнă тăрăх — кунта РФ Правительствин йăнăшĕ те пур, Финанс министерстви те ку программăпа банксене компенсацилеме çителĕклĕ укçа-тенкĕ уйăрман. Çапах та Владимир Путин 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен программăна кĕнисем 6 процентлă ипотека илме пултарнине шантарса çирĕплетрĕ.

Шалу, наркотик, коррупци…

«Тÿрĕ линие» хутшăнакансем Президентăн ертÿçин çак самантсемпе çыхăннă шухăшĕсене те пĕлес килчĕ. Çĕршыв ертÿçи чиновниксен пысăк шалăвĕ пирки мĕн калама пултарать? Хăçан вĕсем ахаль ĕçченпе пĕр шайра ĕç укçи илме пуçлĕç?

— Манăн ахаль ĕçчене пуçлăх пек, тепĕр майлă мар, шалу илтерес килет, — терĕ Владимир Путин. — Çак самантра министрсен ĕç укçине чакарса хурсан вĕсем пурте тарса пĕтеççĕ. Вара кам ĕçлĕ? Çыннăн хăйĕн квалификацине кура шалу илмелле. Ĕç укçипе ĕç укçи хушшинче пысăк уйрăмлăх пулмалла маррипе вара килĕшетĕп.

Юлашки вăхăтра Раççейре çине-çинех коррупционерсене тытса чарни, вĕсен миллиарчĕсене тупни çинчен хыпарсем пулчĕç. «Çак йĕркесĕрлĕхшĕн яваплăха туятăр-и?» — кăсăкланчĕç Калининградран.

— Паллах, унсăрăн кун пирки эсир пĕлмесен те пултарнă пулăттăр. Патшалăх, халăх укçипе пуякансен киревсĕр ĕçĕсене асăрхамасăр хăварма юрамасть. Кунта икĕ ен те — укçа йăтаканни те, илекенни те — айăплă. Çавăн пеккисем пур çĕрте те пур. Хăш-пĕр çĕршывра вĕсене 120-130 çуллăха тĕрмене хупаççĕ. Ĕçĕ кунта айăплав калăпăшĕнче мар, айăплавран пăрăнса юлма çуккине ăнланнинче. Эпир ку енĕпе яланах тĕллевлĕн тата шелсĕррĕн ĕçленĕ, малашне те çаплах пулĕ.

«Шанăç» фонд никĕслевçи Нюта Федермессер тухтăрсем вилмелле чирлисене сиплеме опиодлă анальгетиксемпе усă курма хăрани çинчен пăшăрханса калаçрĕ, сăлтавне Президентран ыйтса уçăмлатма тăрăшрĕ. Владимир Путин шухăшĕпе, çакăн сăлтавĕ, ахăртнех, саккунра: тухтăрсен наркотиксемпе çыхăннă ĕç-хĕлне питĕ «çирĕп картана хупнă». Президент тухтăрсене бюрократизм йăнăшĕсемшĕн айăпласран медицина тĕллевĕпе усă куракан наркотиксен çаврăнăшне сăнамалли тытăм туса хумаллине палăртрĕ.

Наркотиксем пирки сăмах пуçарнă май тепĕр ыйту сиксе тухрĕ: РФ УК 228-мĕш статйин «наркотик упранăшăн» пайне улшăнусем кĕртмелле мар-ши? Вăл е ку çынна полици ĕçченĕсем наркотик пăрахса пани пĕрре мар тĕл пулакан тĕслĕх-çке. Çавна май та çак сферăна либерализацилемелле мар-и? Владимир Путин çĕршывра çак статьяпа айпăланнисен пысăк йышĕ чăннипех те наркотикшăн ларнине ăнлантарчĕ. Президент ку тытăмра улшăнусем кĕртмелли сăлтав курмасть, «пакунлисене» сăнаса тăрассине вăйлатмаллине çеç палăртрĕ. «Енчен те çын саккуна пăсса наркотик упрать, салатать тăк — унăн çакăншăн явап тытмалла», - терĕ вăл.

Патшалăх тулашĕнчи хутшăнусем

Нумай ачаллă çемье Донбасран Тутарстана пурăнма куçса килнĕ. Тăхăр ача, мăнукĕсем те пур. Тара илнĕ хваттерте пурăнаççĕ. Вĕсене ку таранччен те «беженец» статуса илейменни Президентпа çыхăнма хистенĕ.

Владимир Путин Донбасра пурăнакансене Раççей паспорчĕсене ансатлатнă йĕркепе памалли саккун пирки аса илтерчĕ. Çав вăхăтрах çак çемьен ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашма, çитес вăхăтра вĕсен ыйтăвне татса пама шантарчĕ.

Социаллă сетьсенчен пĕринче ларакансем Владимир Путин Украина Президенчĕпе Владимир Зеленскипе мĕншĕн хутшăнманнипе кăсăкланчĕç: «Вăл çамрăк, опычĕ çук. Пĕрремĕш утăм тăвăр ĕнтĕ».

— КВНра вылянисене питĕ лайăх ас тăватăп. Ун чухне питĕ пултаруллă тата питĕ кулăшлаччĕ. Анчах халĕ пачах та кулăшла мар. Парижра чухне вăл «сепаратистсемпе» калаçас çукки çинчен пĕлтерчĕ. Суйлав умĕнхи компани вăхăтĕнче вара лару-тăрăва йĕркене кĕртме, Донбасс блокадине сирме шантарнăччĕ… Хирĕç утăм тăвасси ансат паллах. Анчах кунта Украина енчен политика ирĕкĕ кирлĕ, — Президентăн хуравĕ çапларах пулчĕ.

Тен, Раççейпе Беларуçе пĕрлештермелли референдума ирттерме вăхăт çитнĕ? Çак ыйтăва хуравланă май Президент икĕ çĕршывăн Союзла патшалăх çинчен килĕшÿ пурри çинчен аса илтерчĕ: «Ку вăл пĕр япала мар, анчах пĕрешкел. Хальхи вăхăтра экспертсен ушкăнĕсем çав килĕшĕве малашне мĕнле пурнăçа кĕртмелли çинчен шухăшлаççĕ».

Америка Президенчĕпе Дональд Трамппа вара Владимир Путин тĕл пулса калаçма хирĕç мар. «Америкăн кăмăлĕ пур тăк — эпир яланах калаçу пуçарма хатĕр», — терĕ Раççей ертÿçи. Вăл çавăн пекех Трампа мухтаса та илчĕ: «Барак Обама вăхăтĕнче РФ — АПШ тавар çаврăнăшĕ чакрĕ. Халĕ вара санкцисене пăхмасăр вăл ÿсрĕ. Апла тăк пирĕн калаçмалли пур».

Телевизорпа мĕншĕн Раççей хĕç-пăшалĕ пирки вĕçĕмсĕр кăтартаççĕ? Мĕнле вăрçа тата мĕнле тăшманпа çапăçма хатĕрленеççĕ? Ку ыйтусене Президент çунатлă каларăшсемпе хуравларĕ: «Тăнăçлăх кирлĕ тĕк – вăрçма хатĕрлен. Хăвăн çарна тăрантараймасан юттине тăрантарăн. Раççей Федерацийĕ пачах та вăрçма хатĕрленмест. Çар тăкакĕсемпе вăл тĕнчере 7-мĕш вырăнта кăна тăрать. Эпир çак тăкаксене чакарса пыракан пĕртен-пĕр патшалăх». Унтан Владимир Путин Раççей çар техники енĕпе ыттисенчен икĕ-виçĕ утăм малта пынине палăртрĕ: «Анчах хальхи саманара патшалăх хăватне «Посейдонсемпе» виçмеççĕ. Экономика вăйĕпе палăртаççĕ. Çакăнпа эпĕ туллин килĕшетĕп. Эпир экономикăна вăйлатассишĕн, çавăн пекех наци проекчĕсем пулăшнипе те, ĕçлетпĕр».

СĂМАХ МАЙ

2018 çулта «тÿрĕ лини» 4 сехет те 20 минута тăсăлнă. Халăхран пурĕ 2 миллион ытла ыйту килнĕ. Президент 73-шне хуравлама ĕлкĕрнĕ. Пĕрремĕш хут çĕршыв ертÿçи граждансемпе çакнашкал мелпе 2001 çулта калаçнă, ун чухне 400 пине яхăн ыйту йышăннă. Кăçалхи «тÿрĕ лини» — 17-мĕш.

www.hypar.ru Www.kremlin.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА.

Рубрика: 

Комментировать