ПИÇСЕ КАЯСРАН ХŸТĔЛЕНĔР

26 Июн, 2014

Çулла хĕвелпе хĕртĕнсе ÿте илемлĕ тĕс кĕртес текен чылай. Паллах, йĕркине пĕлсе хĕртĕнни сывлăхшăн та лайăх. Виçеллĕ хĕвел пайăркисем организма паха витĕм кÿреççĕ. Вĕсем «хĕвел гормонне» - D витамина - туса кăларма пулăшаççĕ.

Асамлă çак гормон иммунитета вăйлатать, депрессипе, стреспа кĕрешме, япаласен ылмашăнăвĕ пăсăлнипе пуçланнă чирсенчен сипленме, усал шыçă клеткисене пĕтерме, кальципе фосфора йышăнма, мышцăсемпе клеткăсене çирĕплетме, сурансене хăвăртрах ÿт илме пулăшать, юн çаврăнăшне ырă витĕм кÿрет, организм вăй-халне пĕтĕмĕшле ÿстерет.

Хытă пиçсе каясран хĕвелпе асăрхануллă пулмалла. Çавăнпа хăвăрăн ÿт мĕнле йышра пулнине палăртмалла.

Пĕрремĕш йыш - кăвак куçлă, сарă е хĕрлĕ çÿçлĕ çынсем. Вĕсен ÿчĕ питĕ çутă, çÿхе, сисĕмлĕ, чĕкеç шатри пур. Хĕвелĕн тÿрĕ пайăркисем айĕнче 15-20 минут пулсанах вĕсен ÿчĕ пиçсе кайма пуçлать. Çак çынсен пачах хĕртĕнмелле мар.

Иккĕмĕш йыш - хăмăр е сăрă куçлă сарă çынсем. Ÿчĕ çăтă, унта-кунта чĕкеç шатри пур. Хĕвел çинче 20-40 минут пулсанах ÿчĕ пиçсе каять. Çапах та пĕрремĕш йышри ÿтрен çăмăлрах пиçĕхет.

Виççĕмĕш йыш - хăмăр куçлă, сарă хăмăртарах е тĕксĕмрех хăмăр çÿçлĕ çынсем. Ÿчĕ çутăрах, слон шăмми тĕслĕ. Хĕвел çинче 1-2 сехет пулнă хыççăн тин ÿчĕ пиçсе каять.

Тăваттăмĕш йыш - тĕксĕм ÿтлĕ, хăмăр куçлă, тĕксĕм хăмăр, хура çÿçлĕ. Ÿчĕ хăвăрт та çăмăллăн хăмăрланать, хĕвелпе нихăçан та пиçсе каймасть.

Пиллĕкмĕш тата улттăмĕш йышсем - Инди, Африка тата Австрали çыннисем.

Хĕвелпе хĕртĕнни пуриншĕн те усăллă мар. Ватă çынсен, 2 çула çитмен ачасен, çие юлнă хĕрарăмсен, вăрах чир пур çынсен хĕвел çинче чылай вăхăт пулма юрамасть.

Хĕвелпе пиçĕхме хатĕрленекен çынсен çак йĕркесене пăхăнмалла.

1. Чи кирли - хăвел çинче хăш вăхăтра пулмаллине пĕлни. Сывлăхшăн хăрушă тапхăр - 11-16 сехетсем. Хĕртĕнме чи лайăх вăхăт - ирхи 9-11 сехетсем тата каçхи 16-19 сехетсем. Çак сехетсенче ÿт тикĕс, илемлĕ пиçĕхет. Кăнтăрла та пляжран каймасан сулхăна е зонт айне пытанмалла.

2. Пляжра хăйăр е чул çинче мар, ятарлă хатĕр е çитĕ çинче выртмалла. Çывăрма та, вулама та юрамасть. Малтан хĕвел çинче 5-10 минут кăна пулмалла, унтан вăхăта кашни кун 20-шер минут хушса пымалла, майĕпен 2 сехете çитерме юрать. Урасене хĕвел еннелле хумалла, кашни 5-10 минутра çаврăнкаласа выртмалла. Хусканни те, тĕслĕхрен, волейбол выляни, лайăх.

3. Шыв хĕрринчех пулсан ÿт хăвăртрах пиçĕхет. Шывран тухсан тÿрех ал шăллипе шăлăнмасан, хĕвел çинче типшĕнсен ÿт хытă пиçсе каять, мĕншĕн тесен шыв тумламĕсем пĕчĕк линза витĕмĕ кÿреççĕ.

4. Выç хырăмла тата апат çинĕ хыççăн тÿрех хĕртĕнмелле мар. 1-1,5 сехетрен юрать.

5. Хĕртĕннĕ чухне тур паллисемпе тимлĕ пулăр. Вĕсене хĕвел пайăркисем нумай вăхăт лекесрен асăрханмалла, пысăккисене пластырь çыпăçтармалла. Унсăрăн хĕвел витĕмĕпе усал шыçă аталанас хăрушлăх пур.

6. Пляжра чухне çакăн пек тест ирттерĕр: пÿрнепе хул ÿтне пусăрăнтарăр. Янкăр шурă пăнчă юлчĕ тĕк - паянлăха хĕвел çинче çителĕклĕ пулнă, киле кайма вăхăт. Енчен те хул пуççисем, çурăм хĕрелсех кайрĕç пулсан аптекăра сутакан хатĕрсемпе усă курăр. Халăхра паян кун та сипленекен кефир пулăшма пултарать.

Шăрăх çанталăка чăтса ирттерме çак сĕнÿсем пулăшаççĕ.

1. Чи меллĕ хÿтлĕх - сарлака, çутă, çăмăл пир е йĕтĕн çи-пуç. Пуçа шĕлепке е панамка тăхăнмалла, тĕксĕм тĕслĕ куçлăхпа çÿремелле. Пляжра кăна мар, урамра та, улăх-çаранра та.

2. Янкăр хĕвел айне тухнă чухне дезодорантпа, духипе, одеколонпа усă курмалла мар. Парфюмери хатĕрĕсен хăш-пĕр хушăмĕ ультрафиолет витĕмĕпе сапаланса ÿте пĕçертсе ярать.

3. Организм шывсăрланасран ăшă шĕвек час-часах ĕçмелле. Кунне 2 литр таран, пĕчĕк сыпкăмсемпе. Чей, морс, сĕткен лайăх. Сивĕ шĕвек ĕçмесен тĕрĕсрех, ăна организм вăрах йышăнать.

4. Ытлашши çисе ан лартăр. Çусем вăрах ирĕлеççĕ, организма йывăрлăх кÿреççĕ, углеводсем вара шыва кăларассине вăйлатаççĕ. Окрошка, вегетариан яшки, пахча çимĕç, улма-çырла усăллă.

5. Килтен тухнă чухне пĕрле пир сăмса тутри, вĕренĕ шыв тултарнă кĕленче илĕр. Унпа йĕпетнĕ сăмса тутрипе пите, мăя, алăсене сăтăрăр.

Галина ТЮРИНА,

республикăн вăй-хала аталантаракан центрĕн медицина профилактики пайĕн методист тухтăрĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.