"Самант" журнал, 5 №, 2019 çул

"САМАНТ" журналăн çĕнĕ номерĕнче:

ЫЙТĂМ. Республикăри паллă çынсен ачалăхĕ мĕнпе асра юлнă? Вася Васин мĕншĕн шкула 5-ре кайнă?

СПОРТ. «Пĕрре парăнтарнă спортсмена темиçе уйăхран выляса яни те пулнă», — тет 2016 çулхи Раççей кубокĕн çĕнтерӳçи Артем Щербаков.

ЧУН ЫРАТАТЬ: ПУЛĂШĂР! «Ачана пĕтĕмпех каламалла е «урамра» илттĕр?»

ТЕАТР. «Эпĕ пĕр хутчен кăна чĕркуçленнĕ — çĕршыв ялавĕ умĕнче, чăваш спектаклĕ килсе кăтартнăшăн халĕ сирĕн умăрта чĕркуçлентĕм», — тенĕ К.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн артисчĕсене Çĕпĕр çынни.

ТИШКЕРӲ. Куракансенчен юрăçсем мĕнлерех «ăшă» сăмахсем илтеççĕ?

ПĂШĂЛ-ПĂШĂЛ. Чăваш çыравçин байкер туйĕ. Ирина Архипова — пулăç. Дмитрий Морозовăн ача çуралнă. Евгений Кузнецовпа Ольга Элиме — Крымра.

ТУСЛĂХ КĂШĂЛĔ. Кăркăсстанран Шупашкара килсен ачисем ашшĕ-амăшне эсĕ тесе чĕнни тĕлĕнтернĕ Нурсултана.

ХИТРЕ ТУМЛАНАР-И? Каччăсене спорт тумне пĕлсе тăхăнма вĕрентетпĕр.

ÇУЛ ÇӲРЕВ. Норвегире лавккаран тӳлевсĕрех апат-çимĕç илсе тухма пулать.

ТРУД КРУТ. Работа на море — миф или реальность? «Российские студенческие отряды» — это не место работы и не запись в трудовой книжке. Это люди, расстояние с которыми не помеха.

ФОТО НА ОБЛОЖКЕ. Сергей Никитин: «И вдруг осознаешь, что снова хочешь влезть в эту сырую робу, выйти под солнце, взять лопату и снова начать работать. Понимаешь, что хочешь, чтобы конец целины не наступал никогда».

КАЛАВ. Микул Пулар. «Изольда». «Юрать-ха çакна Изольда пĕлмест… Атту хăравçă каччă тесе кулса вилетчĕ пулĕ».

ПРОФЕССИРИ ПĔР КУН. Чи романтикăллă професси — бортпроводник.

ТĔПЕЛТЕ. Армрестлинг енĕпе спорт мастерĕ, Европа чемпионĕ Олеся Михайлова /Игнатьева/ Осетин кукăлĕ пĕçерме вĕрентет.

ПОЭЗИ. Александр Пушкин поэтăн сăввисем — чăвашла.

РЕДАКЦИ ПОЧТИНЧЕН. «Нина вăрăм çӳçне кастарчĕ, текех тураса пуçтармарĕ. Тем пулнах-ха ĕнтĕ. Ыйтма хăю çитереймерĕм…»

АЛ ĂСТИ. «Тĕрленĕ чухне урăх тĕнчене лекетĕн», — тет Елчĕк районĕн хĕрĕ Мария Чернова.

ПИРĔН ВЕРНИСАЖ. Зинаида Шарко /театр тата кино актриси, РСФСР халăх артистки/ Шупашкарта пурăннă чухнех актриса пулма ăнтăлнă.

ЧР ХĔРЛĔ КĔНЕКИНЧЕН. Çӳлевĕçе каçхине асăрхама йывăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.