«Хыпар» 57 (27490) № 28.05.2019

«Эпир сире тепре тĕл пуличчен тетпĕр. Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа çитес çул пĕр ĕмĕр çитет. Черетлĕ вун виççĕмĕш кинофестивале эсир çĕнĕ ĕçсемпе таврăнасса, çав шутра чăваш халăхĕн историйĕпе тата культурипе çыхăннисемпе те, кĕтетпĕр», — палăртрĕ Михаил Игнатьев  (Виктор СУХОРУКОВ: Чаплăлан, Чăваш Ен, кинофестиваел пĕтме ан пар! Надежда СМИРНОВА)

* Шăпăрлансем Аслă Шăхаль ялĕнче велосипедпа ярăннă. Кăшт вăхăт иртсен вĕсем аслисен куçĕ умĕнчен çухалнă. Пĕрин амăшĕ арçын ачасем курăнманран шырама чупнă. Хĕрарăм шыв хĕрринче велосипедсем тăнине курнă. Çавăнтах хăйсене те асăрханă. Вĕсем иккĕшĕ те шывра пулнă. Асăннă вырăнта шыв тарăнăшĕ 1,5 метрпа танлашать. Хĕрарăм шăпăрлансене шывран туртса кăларнă. Кÿршисен ачи, шел те, сывлама пăрахнă иккен. Хăйĕн ывăлĕ вара тăна кĕнĕ (Кÿлленчĕк те хăрушă)

* — 90-мĕш çулсенчи çăмăл мар саманара çуралнисем ача сахалрах çуратни, çав вăхăт темиçе çулах тăсăласса калаççĕ пуçлăхсемпе специалистсем. Шкулсем ачасемсĕр тăрса юлмĕç-и? Ахальтен мар ĕнтĕ чылайăшне пĕрлештерме пуçларĕç.
— Пирĕн те пур-ха ачасемсĕр тăрса юлнисем. Калăпăр, пĕр ялти шкулта пиллĕкмĕшĕнчен пуçласа тăххăрмĕш класс таран пĕтĕмпе те 18 ача çеç вĕренет. Вĕсем, команда çитменрен, районти ăмăртусене хутшăнаймаççĕ, 100 ачаллă шкулпа тупăшаймаççĕ, - тесе шухăшлать
Шăмăршă райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов (
"Кашни ĕçех халăхпа канашласа тумалла")

* Пĕррехинче, ун чухне качча тухнăччĕ ĕнтĕ, пĕчĕк ачасемпе тăван яла кайрăм. Дария Николаевна кантăр вырнине аякранах асăрхарăм. Часрах киле çитрĕм те аннене пулăшма васкарăм. Иксĕмĕр пĕрле часах вырса пĕтертĕмĕр, кĕлте те турăмăр. «Турăран тем пек пулăшу ыйтсан та кĕтсе илес çук. Эсĕ вара шăп вăхăтра çитрĕн», — терĕ анне (Атте-анне панă вăй-халпа)

www.hupar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.