Патшалăх тĕрĕслевĕсем пуçланчĕç

27 Мая, 2019

Паян, çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче, 11-мĕш класран вĕренсе тухакан шкул ачисен патшалăх пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ пуçланать. Экзаменсем утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен тăсăлĕç.

Раççейри пĕрлехи расписанипе килĕшÿллĕн паян географипе тата литературăпа тĕрĕслевсем иртĕç. Вĕсене пурĕ республикăри 679 вĕренекен хутшăнать. Экзамен ирттерме 5 пункт — Шупашкар, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ хулисенче — уйăрнă.

Географипе иртекен тĕрĕслевре ачасен линейкăпа, транспортирпа, программăсăр калькуляторпа усă курма юрать. Экзамен йышăнакан кашни аудиторие онлайн видеосăнавпа тивĕçтернĕ.

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.

Рубрика: 

Комментировать