Никĕсне хывсан - кермен çĕкленет

24 Июн, 2014

Çурçĕр енчи сăртран пăхсан Канаш районĕнчи Карăклăпа Çăлпуç ялĕсене пĕр-пĕринчен уйăраймăн. Вĕсене сĕвек çыранлă Вăта юхан шывĕ уйăрать. Аслă çул айккинче вырнаçнăран Карăклăна пирĕн асаттесемпе Канаш, Патăрьел, Елчĕк тăрăхĕсенчи паянхи шур сухалсем ача чухнех лайăх пĕлнĕ. Илемлĕ те йăмраллă çак йĕкĕреш ялсене çур ĕмĕр каялла СССР спорт мастерĕ Г.Н.Смирнов чапа кăларма пуçланă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Çăлпуç каччи Гена Смирнов Красноярск крайĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă. Каçхине гарнизонти спорт çуртне тренировкăна тăтăшах çÿренĕ. Ача чухнех спортăн темиçе енĕпе кăсăкланнăскер хĕсметре кĕрешÿ енĕпе ăсталăха туптама тытăннă. Шăп 55 çул каялла сержант Красноярск крайĕн чемпионĕ ятне çĕнсе илнĕ, Пĕтĕм Союзри турнирта та пĕрремĕш вырăн йышăннă, чăваш кĕрешÿçисенчен чи малтан СССР спорт мастерĕн ятне тивĕçнĕ.

Тĕплĕнрех ыранхи номерте.

Новости по теме