Рейхстаг тăрринчи Çĕнтерÿ Ялавĕ

24 Июн, 2014

1945 çулта Мускавра Çĕнтерÿ парадĕнче Çĕнтерÿ Ялавне рейхстага штурмланă çĕре хутшăннă виçĕ çын йăтса утнă. Паллах, çĕнтерÿçĕ паттăрсем татах пулнă, анчах виççĕшне тĕнче ас туса юлнă, мĕншĕн тесен вĕсене Çĕнтерÿ Ялавне рейхстаг тăррине вырнаçтарса лартмашкăн шаннă.

1965 çулхи çу уйăхĕнче Хĕрлĕ тÿремре Хĕрлĕ Ялава йăтма каллех легендăна кĕрсе юлнă çак ветерансене шаннă. Вĕсем - Совет Союзĕн Геройĕсем: К.Самсонов гварди полковникĕ, М.Егоров тата М.Кантария. 1966 çулхи çу уйăхĕнче манăн тата Петропавловск-Камчатск гарнизонĕн темиçе офицерĕн Константин Яковлевич Самсоновпа пĕрле чикĕри хурал пункчĕсем, Лăпкă океан флочĕн чаçĕсем тăрăх çÿреме тÿр килчĕ. Унăн çар служби Инçет Хĕвел тухăçĕнче пуçланнă. Константин Яковлевич ун чухне хăйсен çар чаçĕ мĕнле йĕркеленни çинчен каласа кăтартнăччĕ: хăйсемех пурăнмашкăн казармăсем, блиндажсем, дотсем тунă. Вăл шăпах çакăнтан вăрçа кайнă.

Тĕплĕнрех ыранхи номерте.

Рубрика: 

Новости по теме