Чăваш Енре суйлав йĕркеллĕ иртнĕ

20 Мая, 2019

Вырсарникун Улатăр хулинче, икĕ районта тата çичĕ ял тăрăхĕнче вырăнсенчи депутатсен суйлавĕ иртнĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура сасăлава пĕтĕмлетрĕç.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев пĕлтернĕ тăрăх, суйлав йĕркеллĕ иртнĕ, халăх сасăлава хастар хутшăннă /Патăрьел районĕнче суйлавçăсен 100% хутшăннă/, депутатсен мандачĕсене вуннăшне те «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти представителĕсем çĕнсе илнĕ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать