Ырă ĕç никамшăн та ют ан пултăр

Паян Правительство çуртĕнче ЧР Пуçлăxĕ çумĕнчи Ырă тăвакансен (волонтерсен) ĕçне аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвĕ иртрĕ.

Ларăва Чăваш Республикин Пуçлăxĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ. Вăл мероприятие уçнă май Раççей Федерацийĕнче Ырă тăвассине (волонтерлăха) аталантармалли концепцине йышăннине аса илтерчĕ, унта палăpтнă тĕп тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. 2024 çул тĕлне кашни пиллĕкмĕш çын ырă тăвакансен йышĕнче пулмалла терĕ.

Ларура Пĕтĕм Раççейри "Ырă ĕçceн регионĕ" конкурса Чăваш Енрен 5 проекта (практикăна) тăратас ыйтăва пăхса тухрĕç. "Чунпа çамрăк" проект мĕнле пурнăçланни пирки ЧР ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева доклад турĕ. Аслă çулсенчи волонтерсем те хастар пулнине пĕлтерчĕ. Пухăннисем çавăн пекех тĕнчери World Skills чемпионатне волонтерсене суйласа илекен ресурс центрĕн ĕçне сÿтсе яврĕç. Ытти ыйтăва та тишкерчĕç.

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментировать