ЧНК: Устав çĕнелчĕ, ĕç-хĕл карти аслăланчĕ
Республика кунне уявлама тĕрлĕ регионтан йăхташсем килсе çитрĕç. Çак пулăмпа усă курса Чăваш наци конгресĕ Мăн Канаш ларăвне ирттерчĕ. Тĕпрен илсен унăн кун йĕркинче регионсен хушшинчи общество асăннă организацийĕн Уставне сÿтсе явас ыйту пулчĕ.
Ларăва ЧНК Президенчĕ Николай Угаслов уçрĕ. Малтанах ĕç органĕсене - президиума, секретариата, редакци тата шутлав комиссийĕсене - çирĕплетрĕç.
- Чăваш наци конгресĕн VIII Аслă Пухăвĕнче организацин Уставне çĕнетмелли çинчен ыйту хускатнăччĕ. Унти хăш-пĕр пункт паянхи саккунсемпе килĕшсе тăманни паллăччĕ. Ку ĕçе вăраха тăсмалла маррине ăнланатпăр: саккунпа килĕшсе тăман документлă пĕрлешĕвĕн шăпи иккĕленÿллĕ. Кĕске хушăра ЧНК Президиумĕпе ятарлă комисси Уставăн çĕнĕ редакцине хатĕрлерĕç. Ку енĕпе комисси членĕсене Николай Лукианова тата Александр Павлова уйрăммăн тав тăватăп, - терĕ Конгресс ертÿçи Николай Угаслов.
Проекта сÿтсе явма тытăниччен Устава хатĕрлекенсене сăмах пачĕç.
- 2013 çулхи юпа уйăхĕнче иртнĕ Аслă Пуху хыççăн пуçăнтăмăр пысăк ĕçе. Малтанхи Уставăн кăшкарĕ çеç тăрса юлчĕ темелле: сĕнÿсене шута илсе /тиркекен те, мухтакан та чылай пулни Конгресс ĕç-хĕлĕ çынсемшĕн икĕ айкки те тăвайкки евĕр пулманнине çирĕплетрĕ/ нумай юсарăмăр-хушрăмăр. Документăн проектне халăх патне пичетпе электрон мелĕпе çитертĕмĕр, - Устава çĕнетесси пĕр-икĕ кунри ĕç маррине çирĕплетрĕç Николай Лукиановăн сăмахĕсем.
Мăн Канаш ларăвне килсе çитнĕ йăхташсенчен чылайăшĕ, шел, сÿтсе явмалли проекта пухăва пырсан тин алла тытрĕ. Кашни пайпа, пунктпа тĕплĕн паллашаймарĕ те-и? Апла пулин те залра ларакансен хушшинче сĕнÿ паракан чылай пулчĕ. Акă, калăпăр, Уставăн тĕп тĕллевĕсене палăртакан 2-мĕш пайăн 2.1. пунктĕнче çапла палăртни пур: «... нацисен хушшинчи çураçăва тивĕçтерес, Раççей Федерацине демократи, цивилизаци тата федераци патшалăхĕн шайĕнче упраса аталантарас ĕç-хĕл».
- Чăваш Республикине упраса хăварасси çинчен те каласа хăвармаллах кунта, - сĕнчĕ Константин Яковлев.
Пĕтĕмĕшле положенисем, Конгресс тытăмĕ, ăна йĕркелесси çинчен калакан пайсенче те Уставăн çирĕплетнĕ вариантĕнче хушăмсем, уçăмлатнисем пулĕç ахăртнех.
Мăн Канашăн ларăвĕнче Чăваш наци конгресĕн çĕнĕ йышне çирĕплетес ыйтупа та хĕрÿ калаçрĕç. Ĕç-хĕле тухăçлăрах йĕркелес тĕллевпе Президиумăн йышне Чăваш Республикин ертÿлĕхĕнчи çынсене те - вĕренÿ министрне Владимир Иванова, культура министрне Вадим Ефимова, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрне Валентина Андреевăна, экономика аталанăвĕн министрне Владимир Аврелькина - кĕртме йышăнчĕç. Вĕсем регионсен хушшинчи общество организацийĕн ĕç-хĕлне витĕм кÿрес пирки хăшĕ-пĕри иккĕленчĕ пулин те Конгресс хускатнă çивĕч ыйтусене пурнăçа кĕртме чиновниксем те хастар хутшăнасса шанаççĕ ЧНК активисчĕсем.
* * *
Каç кÿлĕм Аслă Пуху ĕçлерĕ. Унта ЧР культура тата вĕренÿ министрĕсем Вадим Ефимовпа Владимир Иванов, ЧР Патшалах Канашĕн депутачĕсем, чăвашлăхшăн çунакан хастарсем хутшăнчĕç.
Съездра сÿтсе явмашкăн тăратнă тĕп ыйтусенчен пĕри - Мăн Канашра пăхса тухнă Устав проектне йышăнасси. Ăна улăштарни пурнăç ылмашăнса пынипе çыхăннă. Конгресăн саманапа тан утмалла. Унсăр пуçне РФ политика тата право тытăмĕ питĕ хăвăрт улшăнса çĕнелет. Конгресс çĕр-шыв тата республика саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, тĕнче правине шута илсе ĕçлесе пырать. Чăваш халăхĕ хăй те улшăнчĕ. Ытти халăх пекех вăл тĕрлĕ енлĕ аталану çул-йĕрĕ шырать.
Делегатсен нумай шухăшне, сĕнĕвне тĕпе хурса Чăваш наци конгресĕн çĕнетнĕ Уставне пĕр саслă пулса йышăнчĕç.
Тĕплĕнрех - çитес номерте.
И.ИВАНОВА, А.ИЗМАН.
Комментировать