Китайпа алла-аллăн

24 Июн, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Самарта федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китай Халăх Республикинчи Янцзы шывĕн Тури тата Вăтам юхăмĕнчи регионсен ертÿçисен «çавра сĕтелĕн» виççĕмĕш ларăвне хутшăннă.

Ларăва Михаил Бабич полпред тата КНР Патшалăх Канашĕн членĕ Ян Цзечи ертсе пынă. Унта хутшăнма Атăл тăрăхне Китайăн 100 ытла çынран тăракан сумлă делегацийĕ килнĕ.

Чăваш Енĕн инвестици майĕсен презентацийĕ иртнĕ. Михаил Игнатьев маларах ĕçлĕ тĕл пулусем йĕркеленине аса илтернĕ, вĕсенче ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви, Аталану корпорацийĕ тата Китайри Сычуань Ксилин, Транстек Инжиниринг Корпорейшен компанисем инфратытăм тата ял хуçалăх проекчĕсене пурнăçлас кăмăлли çинчен калакан килĕшÿсене алă пуснă.

Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - ĕçтешлĕхĕн малашлăхлă çул-йĕрĕсенчен пĕри - ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси, ăна тирпейлесе сутасси. Çакăн валли Канаш тăрăхĕнче питĕ лайăх логистика районĕ пур. «Паян эпир 250 га ытла йышăнакан ирĕклĕ çĕр лаптăкĕ пама пултаратпăр, унта тирпейлекен комплекссем, фермăсем вырнаçтармалли инфратытăм пур. Çавăн пекех ял хуçалăх культурисем çитĕнтерме 3-5 пин га çĕрпе тивĕçтерме май пур», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республики тата Сычуань провинцийĕ, çавăн пекех федераци пĕлтерĕшлĕ Чунцин хули суту-илÿпе экономика тата гуманитари сферисенче тачă çыхăну тытасси çинчен калакан икĕ енлĕ килĕшÿсене алă пуснă.

Çавра сĕтел хыççăн журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев алă пуснă килĕшÿсем çывăх вăхăтрах пĕрлехи инвестици проекчĕсене пурнăçлассине вăй пама, вĕрентÿ, çамрăксен политики, культура, туризм сферисенчи ĕçтешлĕхе анлăлатма пулăшассине палăртнă.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.