Çĕнтерÿ парачĕ мăнаçлăх çуратрĕ

Кăнтăрла Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 74 çул çитнине халалласа савăнăçлă митинг иртрĕ.

Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Раççей хĕç-пăшаллă вăйсен ветеранĕсем, ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсем, вăй тытăмĕсен представителĕсем, общество организацийĕн ертÿçисем, хула çыннисем хутшăнчĕç. Мероприятин чи хаклă хăнисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем пулчĕç.

Михаил Игнатьев пухăннисене Аслă Çĕнтерÿ уявĕпе саламларĕ, вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене пире тăнăçлă та ирĕклĕ пурнăç парнеленĕшĕн чĕререн тав турĕ. «Пирĕншĕн пуриншĕн те Çĕнтерÿ кунĕ — çав тери пысăк уяв», — терĕ. Сăваплă çак кун пирĕн халăхăн паттăрлăхне, вăл Тăван çĕршыва чунтан парăннине сăнарланине пĕлтерчĕ.

Унтан Çĕнтерÿ парачĕ пуçланчĕ. Вăл çынсен чунĕнче мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ. Парада ЧР çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник йышăнчĕ. Унăн заместителĕ Александр Исаев полковник парада командăсем пачĕ. Шупашкар çар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕн колоннисем ушкăнăн-ушкăнăн утса иртрĕç: вăй ведомствисен представителĕсем, ятарлă подразделенисен сотрудникĕсем, çар служащийĕсем, Афган вăрçин ветеранĕсем, кадетсем, ача-пăча полици академийĕн вĕренекенĕсем, çар-спорт клубĕсен хастарĕсем... Вăрçă çулĕсенчи тата хальхи çар техникине те курма питĕ кăмăллă пулчĕ. Раççей, Чăваш Ен тата Çĕнтерÿ ялавĕсене вĕлкĕштерекен парашютистсене пурте хавхаланса сăнарĕç.

Нил Морозов, вăрçă ветеранĕ:
- Çĕнтерÿ кунĕ маншăн - питĕ пысăк уяв. Ура утнă чухне уяв мероприятийĕсене хутшăнасчĕ-xa. Мана шкул пĕтерсенех фронта илсе кайрĕç. Пуçласа Курск çапăçăвне хутшăнтăм. Минска ирĕке кăларнă, Кенигсберга илнĕ çĕре те хутшăнмалла пулчĕ. Киле 1947 çулта тин таврăнтăм.

Виктор Зольников, вăpçă ветеранĕ:
- Мана 1942 çулта фронта илсе кайрĕç. Тамбоври пулемет училищине вĕренме ячĕç. Сталинграда хÿтĕлекенсенчен пĕри эпĕ. Эпир çемьерен 4 ывăл вăрçăра çапăçpăмăр, темиçe хут суранланнă пулин те пурте чĕpĕ юлтăмăр. Анне кĕллисем пyлăшрĕç ахăртнех. Шел, халь эпĕ çeç пурăнатăп. 

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментировать