Строительство комплексĕн ĕçне лайăх хак панă

24 Июн, 2014

Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Михаил Меньпе тĕл пулнă.

Михаил Игнатьев Михаил Мене Чăваш Енри строительство комплексĕ 5 уйăхра мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартнă. Республика çĕр-шывăн пирвайхи регионĕсен хушшинче «Раççей çемйи валли пурăнмалли çурт-йĕр» патшалăх программине хутшăннă. Çак программăна пурнăçласа республикăра 2017 çулччен 210 пин тăваткал метр эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр тăвĕç.

Тĕл пулура çавăн пекех Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес, Чăваш Республикинче федерацин 2011-2017 çулсене йышăннă «Таса шыв» тĕллевлĕ программине пурнăçлас ыйтусене сÿтсе явнă.

Хальхи вăхăтра Раççей Президенчĕн «Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçин ветеранĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси çинчен» указне пурнăçласа Чăваш Енре 5751 ветеранăн условийĕсене лайăхлатнă. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттер кирлĕ çынсен йышне кĕртес тĕлĕшпе малалла ĕçлеççĕ.

Федерацин «Таса шыв» тĕллевлĕ программин мероприятийĕсен шутне кĕртнĕ объектсене тума республикăна 2011-2013 çулсенче федераци бюджетĕнчен 945,6 млн тенкĕ килнĕ. 2012 çулхи юпа уйăхĕнче пĕрлехи водовода туса пĕтернĕ, 10 пин çын пурăнакан Вăрнар поселокне ĕçмелли паха шывпа тивĕçтернĕ. Патăрьел, Шăмăршă районĕсенчи, Комсомольски районĕн кăнтăр пайĕнчи пĕрлехи водовода малалла тунă.

Михаил Мень Чăваш Енĕн строительство комплексĕн ĕçне лайăх хак панă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.