Мăшкăлланăшăн мар, хĕненĕшĕн...
Вăл е ку преступление тĕпченĕ май ĕç-пуç темле те çаврăнса тухать. 1992 çулта çуралнă Александр Т. тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав пĕтĕмлетĕвне çирĕплетрĕмĕр - чăннипех хăйне евĕрлĕ ĕç.
Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн Т. çур çĕр хыççăн 2 сехет тĕлнелле хăйĕнпе пĕр ялтах пурăнакан 55 çулти хĕрарăм пÿртне кĕнĕ, ăна диван çинчен сĕтĕрсе антарнă, хĕненĕ. Лешĕ хирĕç тăма пултарнă - ăна аллинчен çыртса илнĕ. Çакăн хыççăн Александр тухса тарнă.
Хĕрарăм ÿсĕр пулнă та - хăйне кам тапăннине палласа юлайман. Анчах кравать патĕнчен «хăна» ÿкерсе хăварнă бейсболкăна тупнă. Ăна илсе инçех мар пурăнакан ывăлĕ патне васканă, пăтăрмах çинчен каласа панă. Ывăлĕ бейсболкăна палласа илнĕ - кÿршĕре пурăнакан Сашукăн. Унпа курнăçнă. Каччă малтан пĕтĕмпех туннă-ха, анчах пулни-иртни çинчен полицие евитлесси пирки пĕлтерсен айăпне йышăннă, каçару ыйтнă. Ют çурта вăл кÿршин хĕрне, хăйĕнпе пĕр курсрах вĕренекен студенткăна, чĕнме кĕнĕ имĕш.
Пакунлисене пур пĕрех чĕннĕ. Халь хĕрарăм хăйне хĕнени пирки кăна мар, мăшкăллани çинчен те каласа панă. Т. тунать: мăшкăлламан, хĕнемен! Анчах экспертиза хĕрарăма мăшкăлланине çирĕплетнĕ. Хĕненине пула юлнă кăвакарнă вырăнсем те пур. Апла пулин те следстви вăхăтĕнче хĕрарăм Александра хăйне мăшкăлланăшăн явап тыттармашкăн заявлени çырма килĕшмен, хăйĕн пÿртне кĕнĕшĕн тата хĕненĕшĕн кăна айăплăр тесе ыйтнă.
Ял çыннисем ун пирки çăмăлттай теççĕ, арçынсенчен ютшăнмасть-мĕн. Т.-на мăшкăлланăшăн мĕншĕн явап тыттарас темен - калама хĕн, анчах каччă унпа ар çыхăнăвĕнче пулнине халĕчченех йышăнмасть, экспертиза пĕтĕмлетĕвĕ çук та тейĕн. Çулланнă хĕрарăмпа çыхланнине йышăнма намăс-ши?
Саккунпа килĕшÿллĕн мăшкăллани /УК 131 статйин 1-мĕш пайĕ/ - уйрăм çын айăплавĕпе çыхăннă ĕçсен шутĕнче, çавна май ăна шар курнисем заявлени çырсан кăна пуçараççĕ. Акă мĕншĕн Александр тĕлĕшпе мăшкăлланăшăн уголовлă ĕç пуçарман. Хуçи хирĕçленине пăхмасăр ют çурта кĕнĕшĕн кăна явап тытрĕ. Суд ăна 8 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Оксана ЯСТРЕБОВА,
Тăвай районĕн прокурорĕ
Комментировать