Çĕнĕ объектсем хута кайрĕç

23 Июн, 2014

Республика кунне халалласа иртнĕ шăмат кун "Чăваш Ен" Çу-сыр бази" АУОпа "АККОНД" АУО халăха уяв парни кÿчĕç - çĕнĕ объектсене хута ячĕç. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле РФ Патшалăх Думин депутачĕ Руслан Тихонов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Олег Мешков хутшăнчĕç.

Михаил Васильевич çу-сыр базинчи тĕл пулура рабочисене çĕнĕ çитĕнÿсем тума ырă сунчĕ. "Хăвăрăн ĕç вырăнне хаклăр, квалификацие ÿстерĕр, рынокра паха та йÿнĕ продукцие анлăрах çул парăр", - терĕ.

Рубрика: 

Новости по теме