Талăк кăна мар, кашни сехет хаклă
«Çанталăк хресчен çирĕплĕхне тĕрĕслет. Иртнĕ кунсенче çунă çумăр тăпрари нÿрĕк дефицитне пĕчĕклетме пулăшрĕ, пушарсемпе çыхăннă хăрушлăха та чакарчĕ. Çапах ĕç калăпăшĕ пысăк — кĕрхи культурăсен 50 пине яхăн гектарне пăсса çĕнĕрен акма тивнине кура пушшех техника çитмест. Тăпра пур çĕрте пиçсе çитнĕ, вăхăтпа тухăçлă усă курмалла, унсăрăн пĕр пилĕк кунран çĕр асфальт пек хытса кайĕ», — çапла пăшăрхануллă сĕмпе пуçларĕ ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.
Çураки темине ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тăсрĕ. Акнă-лартнă лаптăксем кăçал пĕтĕмпе 540 пин гектар йышăнмалла. Çуракине хуçалăхсем пĕлтĕрхинчен 11 кун маларах пуçланă пулин те — халь кашни талăк кăна мар, кашни сехет хаклă. Çурхи культурăсен акма планланă 358 пин гектарĕ хайхи кĕрхисен пĕтнĕ лаптăкĕсен шучĕпе тата 15,5% чухлĕ хушăннине кура çак кунсенчи ĕç калăпăшĕ палăрмаллах хушăнать. Паллах, тăкаксем те вун-вун миллион тенкĕлĕх пысăкланаççĕ. Елчĕк районĕнче кĕрхисен 7,3 пине яхăн гектарĕ пĕтнĕ, Улатăр тăрăхĕнче — 6,7 пин, Пăрачкав районĕнче — 4,2 пин…
Тунтикунхи ир тĕлне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 130 пин гектар акнă. Чи пысăк кăтарту Елчĕксен — 16 пин гектар ытла. Патăрьелсем те хастар — 11,4 пин… Чылай хуçалăх ака ĕçĕсене вĕçленĕ те ĕнтĕ. Çавăнпах Михаил Игнатьев вĕсен пушаннă техникипе ытти хуçалăха пулăшмашкăн усă курни вырăнлине палăртрĕ.
Кĕрĕк арки йăваласа ларма юраманнине синоптиксем те çирĕплетеççĕ. Министр пĕлтернĕ тăрăх, ака уйăхĕнче нÿрĕк нормăн чĕрĕкĕ чухлĕ кăна ÿкнĕ, çак эрне те типĕ пулать — вырăн-вырăнпа пĕчĕк çумăрсем кăна. Çавăнпа тăпрари пур пек нÿрĕк иксĕличчен акса юлмалла. Сергей Геннадьевич шăпах çак эрнере ĕçсен тĕп пайне вĕçлеме палăртнине çирĕплетрĕ. Паллах, васкавлăх çĕр улми лартассине, пахча çимĕç анисем çинчи ĕçсене те пырса тивет. Сăмах май, иккĕмĕш çăкăра хуçалăхсем 752 гектар лартма ĕлкĕрнĕ. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне чылай сахалрах пулнă.
Меллĕ самантпа усă курса министр аграрисене патшалăх енчен кÿрекен пулăшу пирки те сăмах пуçарчĕ. Укçа уйăрмалли правилăсем улшăннине кура çав пулăшăва хуçалăхсене çитереси тытăнса тăнă-мĕн. Çĕнĕлĕх — Мускав вăрлăхăн районланă сорчĕсене акакансене кăна пулăшма йышăнни. Сергей Артамонов та, Михаил Игнатьев та çакă чылай хуçалăхшăн кÿренмелле пулнине палăртрĕç — вĕсем укçа илеймĕç, анчах нимĕн те тăваймăн — правилăсене пăхăнмах тивет.
Комментировать