Пушар хуралне йĕркеленĕренпе - 370 çул

30 Апр, 2019

Паян Шупашкарта Раççeй пушар хуралне туса хунăранпа 370 çул çитнине халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Чăваш Ен Пуçлăxĕ Михаил Игнатьев республикăри МЧС ĕçченĕсене уяв ячĕпе саламларĕ.

Регион Пуçлăxĕ пушарнăйсен профессийĕ питĕ кăткăc та яваплă иккенне, вăл хăюллă та хастар пулма хистенине аса илтерчĕ. "Пирĕн пĕрлехи тĕп тĕллев - халăxa хÿтлĕхпе тивĕçтересси", - терĕ. Республикăри пушарнăйсем пур енĕпе те хастар пулнине, вĕceм тĕpлĕ мероприятие хутшăннине, спорт ăмăртăвĕcĕнче малти вырăнсене йышăннине палăртрĕ.

Пушар хуралĕн ĕçченĕсене професси уявĕпе Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăxĕ Станислав Антонов генерал-майор саламларĕ. Вĕсене служба тивĕçĕсене таса кăмăлпа пурнăçланăшăн, ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатсах пынăшăн тав турĕ. Ветерансем паян ĕçлекенсене ырă cĕнÿ-канашпа пулăшнине палăртрĕ.

Уявра ĕçре пысăк çитĕнÿ тунисене патшалăх тата МЧС наградисем парса чысларĕç.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать