Хĕрарăм Мускава кайман
Следстви комитечĕн Канашри пайĕ Йĕпреç районĕнчи Чăваш Енĕн XI çулĕн поселокĕн 42 çулти арçынни тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Вăл мăшăрне вилмеллех суран кÿнĕ, унăн ÿтне пытарнă.
Пăтăрмах пĕлтĕрхи ака уйăхĕн варринчи пĕр каçхине пулнă. Ĕçнĕ те - арçын хăйĕнпе хут уйăрттармасăр пурăнакан 31 çулти мăшăрĕпе çурт крыльци çинчех хирĕçсе кайнă. Хĕрарăма хĕненĕ, çапнă хыççăн лешĕ тытăнса тăраймасăр 1,5 метр çÿллĕш картлашкасем çинчен ÿкнĕ - вилмеллех аманнă. Арçын унăн ÿтне пÿрте илсе кĕнĕ - никама каламасăр вилле унта икĕ талăк тытнă. Кайран инçех мар вырнаçнă, çунса кайнă çуртра пытарма шухăшланă. Хăй каланă тăрăх - çĕрле хайхи çурт патĕнчи пусă шăтăкне асăрхаман, хĕрарăм виллипе пĕрлех унта ÿкнĕ. Хăй тухнă-ха, анчах вилле кăларайман-мĕн. Шăтăка алă айне лекнĕ япаласемпе хупланă та - пăрахса кайнă.
Чылай вăхăт никама та нимĕн те шарламан. Кÿршĕ-аршă хĕрарăм пирки ыйтсан суйнă - вăл Мускава тухса кайнă тенĕ. Арçын право хуралĕн органĕсене те çитнĕ - мăшăрĕ хыпарсăр çухални çинчен евитленĕ. Чăн та, вăхăт иртсен пĕтĕмпех йышăннă, следовательсене преступлени туни, хĕрарăм ÿтне ăçта пытарни пирки пĕлтернĕ.
Сăмах май, пĕринпе çапла тискеррĕн сыв пуллашнă хыççăн вăл кулянса пурăнман пулас - çĕнĕ еркĕн тупса янă. Анчах уголовлă ĕçе тĕпченĕ май арçын ăна та, 30 çулти çамрăк хĕрарăма, час-часах хĕнени палăрнă. Çавна май халь куншăн та явап тытма тивет.
К.НИКОЛАЕВ
Комментировать