«Хыпар» издательство çурчĕн «Тетти» те Чăваш чĕлхи кунне паллă турĕ

25 Апр, 2019

Паллах, эсир пирĕн чĕрĕ «Тетте» çинчен пурте пĕлетĕр, тăтăшах вулатăр. Вăл та Чăваш чĕлхи кунне паллă турĕ паян. Ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Лена Атаманова тата Валентина Селенина корреспондент Шупашкарти 49-мĕш шкулта пулчĕç. «Тетте» вĕсенчен юлмарĕ.

Çак пĕлÿ çуртĕнчи 3-мĕш классем хăнасене хаваспах кĕтсе илчĕç. Хĕрачасемпе арçын ачасем хитре бантсем çыхнă: чиперуксем — çÿç çине, теприсем вара — мăйне. Вĕсем уява ятарласа çапла килнĕ иккен.

«Тетте» журнал çинчен кăсăклансах итлерĕç маттурсем, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене те ăмăртмаллах шырарĕç. Чăвашла сăвăсем вуларĕç. Чи асра юлмалли самант вара чĕрĕ «Теттепе» ташлани пулчĕ. Эх, ыталарĕç çемçескерне, сăн ÿкерĕнчĕç. Чăваш чĕлхи кунĕ ачасен асĕнче нумайлăха юлĕ.

www.hypar.ru

Тина ФЕДОРОВА.Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

 

Рубрика: 

Комментировать