Çамрăк çемьесене – тимлĕх, Геройсене – чыс тата... тÿлев

25 Апр, 2019

Министрсен Кабинечĕн паянхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй тин çеç алă пуснă икĕ указ çинчен пĕлтернинчен пуçларĕ. Пĕри — çамрăк мăшăрсене сертфикат парасси çинчен. Ача çуратайман çемьесем йышлă — çак документ çамрăксене шăпах ку енĕпе медучрежденисенче тÿлевсĕр майпа тĕрĕсленме май парĕ. Тепĕр указ — Чăваш Ен территорийĕнче çуралнă Раççей Геройĕсене Аслă Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне çуллен укçан хавхалантарасси çинчен. Тÿлев виçи 120 пин тенкĕпе танлашĕ.

Малалли — çирĕплетнĕ кун йĕркипе килĕшÿллĕн. Транспорт министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Евгений Павлов хăй ертсе пыракан министерствăн пĕлтĕрхи ĕçĕ çинчен отчет турĕ те — доклад республика прокурорне килĕшмерĕ. Василий Пословский шучĕпе, отчет хавшак, транспортпа çул-йĕр сферинче çитменлĕхсем те пайтах. 

Сăмахран, çул-йĕр паллисем пысăк машинăсен хыçĕнче çăмăл машина водителĕсене курăнмаççĕ, нумай çĕрте разметка ÿкермен, картишсене саккунсăр шлагбаумсемпе пÿлсе пĕтернĕ, хăшĕ-пĕри хăйсен машинисене лартма территорие сăнчăр карса хуплать тата ытти те.

«Çынсем маттур — машинăсем туянаççĕ, анчах вĕсемшĕн чăрмав ытла та нумай. Калăпăр, такси навигатор тăрăх килет — унта вара хайхи шлагбаума кăтартман, каланă адреспа пыраймасть. Хайхи сăнчăрсем тĕттĕмре курăнмаççĕ — çын велосипедпа пырса кĕрсе суранлансси те часах», — кăмăлсăрланчĕ прокурор. Çакăнпа Михаил Игнатьев та килĕшрĕ: такси юрĕ-ха, анчах пушар машини пымалла пулсан — çынсем хăйсем тĕллĕн лартнă шлагбаумсем пушшех пысăк чăрмав. Куншăн паллах, Транспорт министерстви кăна мар, чи малтанах муниципалитетсен администрацийĕсем яваплă — вĕсен йĕрке тумалла.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать