Стоматологсем ялти шкула çитнĕ
Пĕтĕм Раççейре старт илнĕ «Ырă ĕç — яла» проект «Медик-волонтерсем» юхăм пуçарнипе пурнăçланса пырать. Асăннă пуçарăва Чăваш Енри тухтăрсем те хутшăнма кăмăл тунă.
Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Медик-волонтерсем» юхăмăн республикăри уйрăмĕн хастарĕсемпе Çĕнĕ Шупашкарти стоматологи поликлиникин ĕçченĕсем Хĕрлĕ Чутай тăрăхне десант йĕркеленĕ.
Мăн Этмен шкулне çитсе шăл тухтăрĕсем ачасемпе сывлăх урокĕ ирттернĕ. Шур халатлисем шăл-çăвар тасалăхне мĕнле пăхăнмалли, стоматологи чир-чĕрĕнчен мĕнле сыхланмалли çинчен, хитре кулă вăрттăнлăхĕ пирки кăсăклă каласа кăтартнă. Медицина специалисчĕсем ачасен ыйтăвĕсене те хуравланă.
Ирина ИВАНОВА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать