«Хыпар» издательство çурчĕн слётĕнче ăсталăх класĕсем ăнăçлă ĕçлерĕç

19 Апр, 2019

«Хыпар» издательство çурчĕн Çамрăк корреспондентсен III слётĕнче ăсталăх класĕсем ăнăçлă ĕçлерĕç. Ачасен кăмăлĕсене пуринне те шута илтĕмĕр.

Рейтинг тăрăх çак ăсталăх класĕсем малти вырăнсене тухрĕç:
1-мĕш выранта: «Хыпар» ИÇ корреспонденчĕ Лариса Петрова тата Александр Яшков (Богатырь) блогер ертсе пыракан «Интернетра страница ертсе пырасси тата блогер ĕçĕ-хĕлĕ».
2-мĕш вырăнта: «Сенкер экран хыçĕнчи вăрттăнлăхсем». Ăна Чăваш наци телекуравĕн редакторĕсем Мальвина Петровăпа Мария Шоклева ертсе пычĕç.
«Хальхи пичет кăларăмĕсем валли сăн ÿкерчĕксем хатĕрлессин хăйне евĕрлĕхĕ» ăсталăх класĕ — 3-мĕш вырăнта. Ертсе пыраканĕсем: «Хыпар» ИÇ фотокорреспонденчĕсем Василий Кузьминпа Сергей Журавлев.

www.hypar.ru

Валентина СЕЛЕНИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментировать