Кил-çурт, хушма хуçалăх, 15 (1017) № 18.04.2019
* Канмалли кунсенче машинăпа яла кайрăмăр. Çул çинче пире çул-йĕр инспекторĕсем чарчĕç. Кайри ларкăч çинче ларса пыракан 8 çулти ывăлăм çитĕннисен пиçиххийĕпе çыхăннăччĕ. Çапах та ача кресли çук тесе ятларĕç. Штрафлама пултараççĕ-мĕн. 7 çултан иртнисене креслă кирлех марри çинчен каларăм. Çак çулти ачана креслăсăр лартса çÿреме юрать-и?
Наталья ПЕТРОВА, Красноармейски районĕ.
Вулакан ыйтăвне Шупашкар хулин ПАИ уйрăмĕнчен çапла хуравларĕç (Шанчăклăх хаклă)
Комментировать