«Хыпар» издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕ Шупашкарти ача садĕнче пулчĕ
Паян «Хыпар» Издательство çурчĕн ача-пăча кăларăмĕсен корреспонденчĕсем Валентина Селенинăпа Лариса Петрова Шупашкарти 30-мĕш ача садĕнче пулчĕç.
— Шăпăрлансем пире хаваслă кĕтсе илчĕç. Хĕрачасем маскак тăхăннă. Паянхи куна вĕсем чăн-чăн уява çавăрнă. Сĕтеле хăйсем çырăнса илекен пирĕн кăларăмпа — «Тетте» журналăн тĕрлĕ номерĕпе — пуянлатнă, — терĕ Валентина Селенина.
Вĕсем журналпа пысăк экран урлă паллаштарнă. «Манăн Тăван çĕршыв», «ЧР Хĕрлĕ кĕнеки», «Юмахсем», … — пĕчĕкскерсене кашни страници кăсăклантарнă. Маттурсем пирĕн корреспондентсен ыйтăвĕсене хаваспах хуравланă, хăйсем те интересленнĕ. Тупмалли юмахсен вăййинче хастар пулнăшăн ачасем парнесене тивĕçнĕ.
— Çакăн пек тĕл пулусем туслă çыхăну йĕркелеме май параççĕ. Çитес вăхăтра ачасем воспитатель «Тетте» журнал мĕнле «пиçсе тухнипе» паллашма пичет çуртне килме тĕллевленчĕç. Ахальтен-им, тĕл пулу вĕçленнĕ май ачасем чĕрĕ «Теттепе» ташларĕç, — палăртрĕ Лариса Петрова.
Елена ЛУКИНА. Лариса ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментировать