Ентешсем - "iВолга-2014" форумра

20 Июн, 2014

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче каçхине Чăваш Ен делегацийĕ Самар облаçне тухса кайнă, унта вăл федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăксен "iВолга-2014" II форумне хутшăнать. Кăçал çак мероприятире республикăри 90 каччăпа хĕр хăйĕн проекчĕпе паллаштарĕ. Çĕртме уйăхĕн 18-28-мĕшĕсенче ку форум округăн пĕтĕм субъектĕнчи 2200 çамрăк валли презентаци лаптăкĕ пулса тăрĕ.

Çул çÿреве тухас умĕн хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров ырă суннă. "Ку проект РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пулăшнипе пурнăçланать. Кăçал çак форум тĕнче шайĕнче иртет. Полпред чĕннипе унта Китай Халăх Республикин студенчĕсем хутшăнаççĕ, Правительство делегацийĕн представителĕсем те пулаççĕ. Пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие кама ярассине суйласа илмешкĕн пире çăмăлах пулмарĕ. 257 заявкăран чи лайăх 86 проекта суйласа илтĕмĕр. Сирĕнтен хăшĕ те пулин хăйĕн идейине пурнăçа кĕртмешкĕн грант çĕнсе илессе эпир шансах тăратпăр", - тенĕ Геннадий Федоров.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн шалти политика управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Юрий Садовников Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятĕнчен çамрăксене çĕнтерÿпе таврăнма суннă. ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов та çул çÿрев ăнăçлă пуласса шаннине пĕлтернĕ.

Хĕрсемпе каччăсен хăйсен те кăмăл-туйăмĕ лайăх. Акă И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студенчĕ Михаил Павлов "iВолга" форума иккĕмĕш хут каять. Пĕлтĕр те, кăçал та "Ман хыççăн чуп" сменăра хутшăнать. Пĕлтĕр программа питĕ кăсăклă пулнине палăртать. "Кăçал "Сывлăх - ăнăçу патне хывнă çул" проектпа каятăп. Вăл общежитире пурăнакан 1-мĕш курс студенчĕсемпе çыхăннă. Аслă шкула вĕренме кĕнĕ хыççăн нумайăшĕ типĕ паексем çине куçать, хăйĕн организмĕ пирки шухăшламасть", - каласа кăтартнă Михаил. ЧППУ тепĕр студентки Вероника Третьякова хула хутлăхне тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă проектпа паллаштарĕ. Хĕр ача-пăча лапамĕн эскизне анлă сарăлнă пĕр мультфильм стильне тĕпе хурса хатĕрленĕ.

Аса илтеретпĕр: ку форум - федерацин Атăлçи округĕнчи çамрăксен политикин сферинчи çулсеренех йĕркелекен чи пĕлтерĕшлĕ пулăмсенчен пĕри. Вăл Раççей Президенчĕн хушăвĕпе, пултаруллă хĕр-упраçпа яш-кĕрĕмĕн инноваци идейисене пурнăçа кĕртмешкĕн пулăшас тĕллевпе иртет. Унта хутшăнакансем валли вĕренÿ, культурăпа аталану тата спорт программисем хатĕрленĕ. Çамрăксен форумĕнче вунă кунра вĕренĕвĕн 8 смени ĕçлĕ: "Эсĕ - предприниматель", "Инновацисем тата техника пултарулăхĕ", "Информаци юхăмĕ", "Политика", "Ман хыççăн чуп", "АРТ Тăваткал", "Кĕçĕн Тăван çĕр-шыв - пысăк майсем", "Ырăлăх технологийĕ".

Атăлçири çамрăксемпе курнăçмашкăн тата ăсталăх класĕсем ирттермешкĕн "iВолга-2014"-на паллă бизнесменсем, политологсем, журналистсем, патшалăх тата общество деятелĕсем килеççĕ. Тĕслĕхрен, пĕлтĕр форума РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Александр Хинштейн, Франц Клинцевич, Ирина Яровая, Светлана Журова, Илья Костунов, Олимп чемпионĕ Денис Нижегородов çитсе курнă.

 И.НИКОЛАЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.