"Ялах каяс килет"

20 Июн, 2014

Ял хуçалăхĕнче кадрсем çитменни пирки тăтăшах калаçатпăр-çыратпăр. Шел, çамрăксенчен чылайăшĕ яла каясшăнах мар, хăйĕн специальноçĕпех ĕçе вырнаçаймасан та хуларах юласшăн. Ветеринар дипломне паян-ыран алла илме хатĕрленекенсем - Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтерекенсем - яла кайса ĕçлеме хирĕç мар-ши? Хăйсене сăмах парар-ха.

Юрий Никифоров: "Эпĕ тăван тăрăхах - Етĕрне районнех - каяс тетĕп. Хамăрăн килти хушма хуçалăхрах ĕçлĕп. Пирĕн çемье сысна нумай усрать. 6-мĕш класранпах çак выльăх патĕнче тăрмашнă эпĕ, атте-аннене пулăшнă. Аслă шкулта пĕлĕве тарăнлатнă чухне те кашни канмалли кунах яла васканă, халĕ те çаплах. Икĕ шăллăм та пулăшаççĕ паллах. Академире выльăх-чĕрлĕхе мĕнле сиплемеллине вĕрентнипе пĕрлех ăна епле пăхмаллине, тăрантармаллине те лайăх ăнлантарнă пире. Çавăнпа эпĕ килти хушма хуçалăхра ветеринар та, зоотехник та пулăп. Хулара юлас килмест, кунта мана кичемрех пек туйăнать".

Елена Кириллова: "Эпĕ мĕн пĕчĕкрен çынсене, выльăх-чĕрлĕхе сиплеме ĕмĕтленеттĕм. 9-мĕш класс пĕтерсен Канашри медицина училищинче 4 çул вĕрентĕм. Ун хыççăн ветеринари врачĕ пулас тесе аслă пĕлÿ илтĕм. Ялта та, хулара та практикăра пулса куртăм. Хам специальноçпах ĕçлес тетĕп, ку енĕпе темиçе сĕнÿ те пулчĕ, ытларахăшĕ - Шупашкартан. Чăн та, вĕсенчен хăшне суйласа илессине хальлĕхе пĕлместĕп. Тăван тăрăха - Елчĕк районне - çулĕ çывăхах мар-ха, çапах эпĕ яла кайма та хирĕç мар".

Василий Иванов: "Эпĕ Элĕк районĕнче çуралса ÿснĕ. Унти пĕр хуçалăхра виçĕ хутчен те практикăра пултăм. Алла диплом илсен ĕçе çавăнта вырнаçасшăн. Чăн та, экзаменсем хыççăнах çара илсе кайма пултараççĕ. Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласа таврăнсан та ялтах, хам специальноçпах ĕçлеме ĕмĕтленетĕп".

Ксения Петрова: "Çĕртме уйăхĕн вĕçĕнче диплом илĕп те Шупашкарта ветеринари клиникине вырнаçăп. Хăшĕнче ĕçлессине те палăртса хунă. Килти пĕчĕк чĕр чунсене сиплес килет манăн. Халĕ хулара тем те пĕр усраççĕ вĕт: йытă, кушак, попугай, калта, кролик, тимĕр шапа... Практикăра чухне вĕсене пĕрре мар пулăшнă. Хамăрăн хваттерте те кушаксем пур. Паллах, ĕçленĕ май ку енĕпе пĕлĕве ÿстерсех пырăп. Хулара çуралса ÿснĕрен-тĕр яла кайма тĕллев лартман, пысăк выльăхсене сиплес опыт та çук".

Роман Михайлов: "5-мĕш курсра Етĕрне районĕнчи пĕр хуçалăхра, вăл манăн тăван ялпа юнашарах, 3 уйăх практикăра пултăм. Унта килĕшрĕ, çавăнпа çав кооперативах ĕçе вырнаçасшăн. Тĕрĕссипе, шалу виçи хальлĕхе питех кăсăклантармасть мана, тĕп тĕллев - опыт пухасси. Кÿршĕ яла çуран çÿресси те хăратмасть. Ку хуçалăх мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетет, çавсен сывлăхне пăхса-тĕрĕслесе тăмалла пулать. Ĕнесемпе маларах та ĕçлесе курнă. Килте те пур, унсăр пуçне кÿршĕ-аршă выльăхне мĕн те пулин пулсанах манран пулăшу ыйтать. Ялта ĕçленĕ май ытти выльăх-чĕрлĕхе - сыснана, лашана, чăх-чĕпе тата ыттисене - сиплес енĕпе опыт пухас килет. Паллах, пирĕн, каччăсен, çара та кайса килмелле".

 И.СЕМЕНОВА

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.