Çемье çавăрасси - ача вăййи мар

20 Июн, 2014

Пирĕнтен кашниех ĕмĕт-тĕллевпе пурăнать. Шкулта аслă классенче вĕренекенсем, тĕслĕхрен, хăйсен пуласлăхĕ пирки час-часах шухăшлаççĕ. Пĕрисем техникумра е институт-университетра пĕлĕвне тарăнлатасшăн, теприсем аттестат илсенех ĕçе вырнаçасшăн, каччăсенчен хăшĕ-пĕри малтан çара кайса килесшĕн.

Çĕнĕ пĕлĕшĕм Марина та /хăй ыйтнипе хушаматне палăртмăпăр/ экзаменсене ăнăçлă тытса аслă шкулта экономист профессине алла илме, пĕр-икĕ çул ĕçлесен çемье çавăрма ĕмĕтленнĕ. Анчах пурнăçра яланах эпир палăртнă пек пулса пымасть çав. "11-мĕш класра ăс пухнă чухне аннен тантăшĕн ывăлĕпе туслашса кайрăмăр. Çак туйăм хăш вăхăтра юратăва куçнине сиссе те юлаймарăмăр. Атте-анне Сашăна тахçанах пĕлнĕрен киле кĕрсе çÿреме те ирĕк паратчĕ. "Татма юраман çимĕç" хытах илĕртнĕрен хамăра тытса чараймарăмăр... Аттен çуралнă кунĕнче эпĕ тăварланă хăяр çеç çинине асăрханă аннем хăнасем салансанах мана савнипе юнашар лартрĕ те эпир иккĕн чухне мĕн хăтланнине тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартма хушрĕ. Тĕрĕссине пĕлсен тантăшне чĕнсе илчĕ. Экзаменсем тытнă вăхăтра манăн хырăм самай пысăкчĕ. Аттестат илсенех пĕрлешрĕмĕр, тепĕр уйăхран ывăл çуралчĕ. Кĕçех хам та вун çиччĕ тултартăм", - 6 çул каяллахине куçĕ умне кăларать çамрăк хĕрарăм. Шкулта ача кĕтекенскер çине учительсемпе вĕренекенсем тĕлĕнсе те шеллесе пăхнине, нумайăшĕ чылайччен пăшăл пăтти пĕçернине халĕ те хумханса аса илет вăл.

Юрать-ха çамрăксене ашшĕ-амăшĕ нумай пулăшнă: укçа-тенкĕ енчен те, пепкине пăхма та, ытти йывăрлăха çĕнтерме те. Вĕсем хавхалантарнипех мăшăрĕ аслă шкултан, Марина вара техникумран вĕренсе тухнă. Çамрăк упăшка тата ашшĕ çав вăхăтрах ĕçленĕ те. Халĕ мăшăр хăйĕн хваттерĕнче пурăнать, иккĕмĕш пепке кĕтет. "Вăхăтĕнче атте-анне пире ăнланман тата пулăшса-хавхалантарса пыман пулсан уйрăлса каяттăмăр ахăртнех", - тет пĕлĕшĕм.

Паянхи кун аслă класра вĕренекен пике ача кĕтет е 18 çул тултарман çамрăксем туй кĕрлеттереççĕ текен хыпарпа никамах та тĕлĕнтереймĕн. "Ирĕклĕ хутшăнусем" ăнлав анлă сарăлса пынăçемĕн эпир çакна та йĕркеллĕ пулăм вырăннех хума пуçларăмăр ахăртнех. Специалистсем палăртнă тăрăх - хальхи ачасем ар хутшăнăвĕсемпе çитĕнсе çитмесĕрех кăсăкланма тытăнаççĕ, ку енĕпе вĕсене телекурав, Интернет нумай "пулăшаççĕ". Чăн та, 18-а çитменнисен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан информацирен хÿтĕлеме тăрăшаççĕ-ха, çапах кашнинех сыхласа çитерейĕн-и? Савăшу сценисене пăхса çул çитменскер хăй те "татма юраман çимĕçе" ас тивме ăнтăлать. Каччă хĕрĕн çие юлнине пĕлсен яваплăхран тарма тăрăшмасан, пулас пепкине пĕрлех çитĕнтерме килĕшсен аван-ха.

Пирĕн çĕр-шывра РФ Çемье кодексĕн 13 статйипе килĕшÿллĕн мăшăрланма юракан ÿсĕм тесе 18 çула палăртаççĕ. Çапах та çул çитменнисем пĕлтерĕшлĕ темиçе сăлтава - пулас арăм ача кĕтни, пепке çурални, мăшăрланас текен çынсен сывлăхĕшĕн е пурнăçĕшĕн хăрушлăх сиксе тухни т.ыт.те - пула ку ÿсĕме пĕчĕклетме пултараççĕ. 18-а çитменнисем официаллă майпа хут уйăрттарас тĕллевпе вырăнти хăй тытăмлăх органне кайса çакăн пирки ыйту çыраççĕ. Вĕсен мăшăрлану ÿсĕмĕ çитичченех ку утăма тума хистекен сăлтава çирĕплетмешкĕн документсем тăратма тивет. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ ку ÿсĕме 16 çулччен пĕчĕклетме пултарать. Çемье çавăрма ирĕк илсен çамрăксен яланхи йĕркепе ЗАГСа заявлени памалла, вăхăт çитсен вĕсем унтах официаллă майпа çырăнаççĕ.

ЧР Юстици министерствин ЗАГС уйрăмĕнчен пĕлтернĕ тăрăх - çул çитменнисем ытларах чухне пике ача кĕтнĕрен мăшăрланаççĕ. Нумайăшĕ пĕрлех пурăнать, пĕрлехи хуçалăх тытса пырать... Çуралас пепке интересĕсене тĕпе хурса вĕсене официаллă майпа çырăнма ирĕк параççĕ. 2013 çулта 6 каччă тата 69 хĕр çул çитмесĕрех çемье çавăрнă. Пĕлтĕр çамрăк арăмсенчен пĕри 18 çул тултаричченех уйрăлма ĕлкĕрнĕ. "Юлашки вăхăтра пирĕн патра та мăшăрланакансен ÿсĕмĕ пысăкланма пуçлани сисĕнет", - палăртрĕ ЧР юстици министрĕн çумĕ - ЗАГС уйрăмĕн пуçлăхĕ Галина Чернова.

Маларахри статистикăна тишкерер-ха. Чăвашстат çулсеренех хатĕрлекен кăтартусем тăрăх - 2000 çулта пирĕн республикăра 18-а çитмен 21 каччă тата 155 хĕр официаллă майпа çемье çавăрнă. 2005 çулта - 21 йĕкĕт тата 146 пике, 2008 ç. - 7 тата 103, 2009 ç. - 13 тата 101, 2010 ç. - 5 тата 75, 2011 ç. - 5 тата 63, 2012 ç. - 3 тата 71. Этемлĕхĕн черчен çурри ытларах чухне хăйĕнчен аслăрах çынпа çемье çавăрнине палăртмалла. Чăвашстатăн ача çуратаслăхăн ÿсĕм коэффициенчĕсемпе çыхăннă таблиципе те паллашрăмăр. 2000 çулта 20 çултан çамрăкрах 1000 хĕрарăм пуçне вăтамран 19,7 ача çуралнă. 2005 çулта - 18,0 ача, 2008 ç. - 23,7, 2009 ç. - 23,5, 2010 ç. - 20,2, 2011 ç. - 20,7, 2012 ç. - 19,8. 2012 çулта 25-29, 30-34 тата 35-39 çулсенчи хĕрарăмсем маларахри вăхăтрипе танлаштарсан ача ытларах çуратни сисĕнет.

Мăшăрланма палăртнă çул çитмен çамрăксен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕн мĕн асра тытмалла-ха, çемье уйрăлса ан кайтăр тесен мĕн тумалла? Ку ыйтусене ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин медицина психологийĕ енĕпе ĕçлекен, штатра тăман тĕп специалисчĕ Оксана Рындина хуравлама килĕшрĕ: "Манăн шухăшăмпа - биологи шайĕнче çеç мар, социаллă тата психологи тĕлĕшĕнчен те аталанса çитнĕ çынсен çемье çавăрмалла, кашнинех ку утăма тĕплĕн шухăшласа тумалла. Паллах, 16-18 çултисем мăшăрланни çамрăк упăшкипе арăмĕ пур енĕпе те "пиçсе" çитнине пĕлтермест: вĕсем карьера тăвайман-ха, укçи-тенки те çителĕксĕр... Çавăнпа та ку мăшăра ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕ кирлех. Аслисем ку хутшăнусене сивлемесен аванрах.

Çамрăксем ытларах чухне ача кĕтнĕрен пĕрлешме палăртаççĕ терĕмĕр. Ашшĕ-амăшĕн те мăнук пулассине пĕлсен хăйсем савăннине систермелле, çие юлнăскере тата пулас ашшĕне ку факта йышăнмашкăн пулăшмалла. Çакăн пек чухне тин çемьере лайăх хутшăнусем йĕркеленессе шанма май пур. Çамрăкла мăшăрланнисен лайăх енĕ - 18-а çитичченех атте-анне пулса тăнисемпе пепки хушшинчи çыхăну тачăрах. Унсăр пуçне студентсен ăслă ачасем çуралаççĕ текен шухăш анлă сарăлнă. Паллах, çамрăк упăшкипе арăмне малтанхи вăхăтра ашшĕ-амăшĕн укçа-тенкĕ тата ытти енчен пулăшма тивет. Унсăрăн çемье карапĕ йăлари йывăрлăхсене пула арканма пултарать. Çав хушăрах çамрăксен хăйсен те ĕçе вырнаçма тăрăшмалла, çемьене укçа енчен тивĕçтермешкĕн пуçлама ăнтăлмалла. Вĕсене тăрантарасси тата пепкине пăхасси аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн тивĕçĕ пулса тăмалла мар. Пĕтĕмлетсе каласан - çамрăк мăшăрсен чи малтан хăйсен вăй-халне тивĕçлипе хакламалла. Ăнланманлăхсем сиксе тухсан вара психологран пулăшу ыйтма вăтанмалла мар. Е шанăç телефонĕпе шăнкăравламалла".

Çапла, çемье çавăрасси - ача вăййи мар. Ахальтен-и-мĕн ваттисем качча кайиччен кăткă тĕмми çине ларса пăхма хушнă. Çавăнпа кашни утăма тĕплĕн шухăшласа тăвасчĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.