«Хыпар» 40-41 (27473-27474) № 12.04.2019

12 Апр, 2019

Çÿремен каччăпа çемье тăвасси пирки шухăшламан та. «Тупăннă чухне каймалла», — вĕрентрĕ кÿршĕ. Упăшкапа чиперех пурăнтăмăр. Уйрăлса тухса малтан — йывăçран, кайран кирпĕчрен çурт лартрăмăр, — калаçăва сыпăнтарчĕ Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратра пурăнакан Ульяна Прокопьева («Вăрмана каясран мана сĕре хытă сыхлаççĕ». Роза ВЛАСОВА)

* Каллиста Ивановăн картинисем тыткăнлаççĕ. Вăл пурнăç çине урăхларах куçпа пăхать, çак тĕнчене хăйне евĕрлĕ курать. Ÿнер ăсталăхне юратакансене хăйĕн çĕнĕ ĕçĕсемпе савăнтарсах тăрать. Нумаях пулмасть Шупашкарти Туслăх çуртĕнче художникăн «Урăхла тĕнче» ятпа çĕнĕ куравĕ уçăлнă. Чăвашпа эрмен юратăвĕнчен çуралнă илемлĕ пикепе шăпах çав куравра тĕл пулса калаçрăмăр (Унра чăваш, эрмен юнĕ чупать)

* Вăрнар поселокĕнчи спорт шкулĕн пăр катокĕн заведующийĕ пулнă çынна укçана хапсăннăшăн айăплаççĕ (Билет укçине кĕсьене чикнĕ)

* Премие пуçлăхпа пайлама тивнĕ

* Ольга Мельникова: Поливитаминсем ĕçнине ырламастăп

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.