Ултă медале тивĕçнĕ

9 Апр, 2019

Чăваш Енри самбистсем Чулхула облаçĕнчи Кстово хулинче 13-14 çулсенчи çамрăксен хушшинче иртнĕ ăмăртуран пĕр «ылтăнпа», пĕр «кĕмĕлпе», тăватă «бронзăпа» таврăннă.

Çак тивĕçлĕ наградăсене пирĕн маттур спортсменсем тĕрлĕ регионти 330 тантăшĕ йышĕнче çивĕч тупăшура çĕнсе илнĕ. 50 килограмлă виçе категорийĕнче Алмас Пегасов — ылтăн медальлĕ, Михаил Дмитриев «бронзăллă» пулнă. Бронза медале тата Никита Сергеев /65 килограмлисен йышĕнче/, Анастасия Алексеева /43 килограмлисен йышĕнче/, Карина Семенова /40 килограмлисен виçе категорийĕнче/ тивĕçнĕ.

Хĕрсен ушкăнĕнче ăмăртса Вера Смеловская «кĕмĕл» çĕнсе илнĕ.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментировать