Лирик кулăшла сăвăсем те çырать

11 Дек, 2013

Иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче Чул хула облаçĕнчи Кстово хулинче Пĕтĕм Раççейри кулăш поэзийĕн «Вырăс кулăшĕ - 2013» VI фестивалĕ иртнĕ. Унта пирĕн Раиса Сарпи поэт та хутшăннă. «Раиса Васильевна кулăшла сăвăсем те çырать-и?» - тĕлĕнсе ыйтаççĕ вулакансем. Ыйтăва уçăмлатма Р.Сарпипе тĕл пултăмăр. Чăнах та, хамăн та питĕ пĕлес килчĕ: мĕнле фестиваль пирки сăмах пырать? Кам йыхравланипе кайнă унта Раиса Васильевна? Мĕнле сăвăсем вуланă?

Фестиваль Кстово çумне çыпăçнă «кулăшăн тĕп хули» ята çулсерен çирĕплетет. Мероприяти Мускав, Питĕр, Чул хула, Сочи, ытти вун-вун хула поэчĕсене пухать. Кăçал унта чăваш тата пушкăрт сăвăçисем хутшăннипе «нацисен хушшинчи» статуса çирĕплетме йышăннă. Пĕлтĕр фестивале «Завтра» хаçатăн яваплă секретарĕ пулнă Евгений Нефедов поэт ятне панă.

Чăваш Республикинчен ирони поэзийĕн уявне Раиса Сарпие чĕннĕ. Мĕншĕн ăна кăна? Кун пирки поэтесса акă мĕн каласа кăтартрĕ:

- Кстовăна мĕнле çитни пирки пĕр-икĕ сăмахпа пĕлтереймĕн. Хула енне выртнă çул пĕр пулăмпа тачă çыхăннă. Çулла Чул хулара А.Пушкина асăнса йĕркеленĕ поэзи фестивальне хутшăнма тиврĕ. Ăна пасарта ирттерчĕç. Тавар туянакан çынсем хĕвĕшеççĕ, çавăнтах поэтсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Эпĕ халăх умне чăваш кĕпи тăхăнса, масмак çакса тухрăм, хамăн сăвăсене вуларăм, темиçе телекурава интервью патăм...

Хыççăн Болдинăна илсе кайрĕç. Унта ачасен умĕнче калаçма тиврĕ. Чăвашсем Пушкина юратни, унăн сăввисене пăхмасăр вĕренни, хайлавĕсене чăвашла нумай куçарни пирки каласа кăтартрăм. Унтан: «Кам çак сăвва палласа илет, çавна чуп тăватăп», - тетĕп. «Сана эп савнă, юрату сÿнмен-тĕр...» - вулама пуçланăччĕ кăна - пурте: «Я вас любил...» - тесе кăшкăраççĕ. Савăнтăм. Çавăн чухнех хам наци поэчĕ пулнине асăрхаттарса, çирĕпленнĕ йăлана пăхăнса хамăн пĕр сăвва чăвашла вуласа патăм. Кирек ăçта кайсан та, кирек епле уявра та тăван чĕлхепе сăвă каламасăр пултараймастăп.

Тата гала-концерта çын пымасран питĕ хăранăччĕ. Ара, витререн тăкнă пек çумăр чашлаттарать те. Зал тулли халăх ларнине курсан тĕлĕнтĕм. Чул хуласемшĕн çулталăкра пĕрре пулакан уяв питĕ пĕлтерĕшлĕ иккен. Вĕсем кунта килсе кăмăлне çĕклеççĕ, хавхаланаççĕ.

Мероприяти хыççăн çыравçăсем пухăнса чылайччен калаçса лартăмăр. Çавăн чухне ман пата виçĕ-тăватă хĕрарăм пычĕ. «Эпир - Кстово хулинчен. Чÿк уйăхĕнче пирĕн патра ирони поэзийĕн фестивалĕ иртет. Пырăр-ха эсир те», - теççĕ. «Эпĕ - лирик. Манăн кулăшла сăвăсем çук», - хирĕçлеме пăхрăм. «Кирек хăш поэт та хăйĕн ĕмĕрĕнче кулăшла пĕр йĕрке те пулин çыратех. Сирĕн, те пурах ун пекки. Çук тăк - çырăр. Эпир сире питĕ юратрăмăр, çавăнпах хамăрăн уявра курас килет», - тесе мана хавхалантарчĕç.

Шухăша кайрăм вара... Вырăсла пĕрремĕш сăвва эпĕ Ленинградра çырнăччĕ. Мана пĕр поэт юратса пăрахнăччĕ. Ăна кÿрентермесĕр хам ăна юратма пултарайманнине каламаллаччĕ. Вара сăмахăм сăвăланса тухрĕ. Унтанпа вырăсла чылай вăхăт çырман. Совет Союзĕ арканнă хыççăн вырăс поэчĕсем наци çыравçисен хайлавĕсене хапăлласа куçарма пăрахрĕç. Ирĕксĕрех хамăрăн çырмашкăн тытăнма тиврĕ. Шел те, пур çыравçăн та икĕ чĕлхепе сăвăласси пулмасть. Эпĕ, телее, хавхалану пулсан самантрах темиçе сăвă шăрçаласа хураятăп.

Чул хуларан таврăннă хыççăн Кстовăран темиçе хутчен те шăнкăравларĕç, пыма, сăвăсене ярса пама хистесех ыйтрĕç. Фестивале хутшăнас-ха терĕм вара. Кстовăна кайса килни мана пурнăçăма урăх енчен пăхса хаклама вĕрентрĕ.

Палăртнă вырăна ирхине вунă сехетре çитрĕм. Фестиваль йĕркелÿçисем мана курсан савăнса кайрĕç, тÿрех сĕтел хушшине лартрĕç, хăналарĕç. Сăвăçсем таçтан та килнĕ: Мускавран, Питĕртен, Казахстанран... Мероприяти икĕ куна тăсăлчĕ. Пĕрремĕш кун поэтсене ушкăнсене пайласа тĕрлĕ учреждение ăсатрĕç. Мана иккĕмĕш шкула ячĕç. Малтан Мускав поэчĕпе Ю.Митрофановпа тăваттăмĕш класс ачисемпе /вĕсем ик çĕре яхăн/ урок ирттертĕмĕр. Икĕ çыншăн ĕçлеме тиврĕ, мĕншĕн тесен Юрăн сăввисем çитĕннисем валли çырнăскерсем, ачасен умĕнче вĕсене вулани ытлашши кăнттам пулатчĕ-тĕр. Хамăн шÿтлĕрех хайлавсене вуларăм. Яланхи пекех пĕр сăвва - чăвашла, хыççăн куçарса патăм. Тимлĕ итлесе ларчĕç, ахăлтатса кулакансем те пулчĕç. Шкула, библиотекăна кĕнекесене парнелесе хăвартăм. Хыççăн аслă классем пычĕç. Вĕсен умĕнче фестиваль валли ятарласа куçарнă сăвăсене вуларăм. Лайăх йышăнчĕç, ыйтусем пачĕç. Уяв каçĕ вĕçленсен коридорта тытса чарчĕç, пĕри те тепри тав турĕ, ырă сăмахсем каласа хавхалантарчĕç. Шкултан питĕ кăмăллă таврăнтăм.

Гала-концерта кайиччен пурте пĕрле пухăнса калаçса лартăмăр. Пĕр сăвăç сăмах каларĕ, тепри... Мана та черет çитрĕ. Хампа, пултарулăхпа паллаштарнă хыççăн чăвашла юрласа ятăм.

Фестивалĕн иккĕмĕш кунĕ экскурсирен пуçланчĕ. XVI ĕмĕрте тунă чиркĕве кайса куртăмăр. Кунта Михаил Федорович патша парнеленĕ иконостас упранать. Кайран ачасен вăйă лапамне уçма илсе кайрĕç. Автобусра пынă чухне пире спортпа çыхăннă пĕчĕк сăвăсем çырма хушрĕç. Манăн тÿрех шăрçаланса тухрĕ. Вырăна çитсен пĕрремĕш тухса калаçрăм. «Пăх-ха, епле эп вăйлă...» - сăвва хама ача пек тытса култармалла вуласа патăм. Хушнă ĕçе пурнăçлама пултарнăшăн питĕ савăнтăм, хама питĕ пысăк хак патăм, мĕншĕн тесен пурте çак ĕçе пĕлтерĕшлĕ япала вырăнне хумарĕç, чылайăшĕ хутшăнмарĕ.

«Çавра сĕтел» тавра ларса фестивале пĕтĕмлетнĕ, парнесем илнĕ хыççăн Чăваш Ене таврăнтăм.

...Раиса Васильевнăшăн хаклă парне вăл - кĕнеке. Пĕлтĕрхи фестивале хутшăннă поэтсен сăввисен пуххине /кăçалхисен килес çул пичетленсе тухать, унта Р.Сарпин сăввисем те пулĕç/, ыттисене хавасланса кăтартрĕ вăл. Чи кулăшла парне - фестивалĕн Раиса Васильевна сăнĕллĕ эмблеми: калем вĕçĕллĕ кишĕр тытнă хаваслă мулкач.

В.БАГАДЕРОВА итленĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.