Полиграфи ăстисене Шупашкартах хатĕрлеççĕ
Полиграфи продукцийĕ /кĕнеке, хаçат, журнал, этикетка.../ ăнăçлă кун çути курасси чылай чухне печатникрен нумай килет. Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕ шăпах ĕнтĕ «Пичет ĕçĕн мастерĕ» профессие вĕрентет. Атăлçи регионĕнче полиграфи промышленноçĕ валли специалистсем хатĕрлекен кун йышши вĕренÿ учрежденийĕ урăх çук.
Пичет станокне 1453 çулта Иоганн Гуттенберг шухăшласа кăларнă. Чи малтан икĕ Библи пичетленĕ. Вĕсенчен пĕри 1762 страницăран тăнă, виçĕ томпа тухнă. Мускав патшалăхĕнче кĕнеке пичетлес ĕç Хаяр Иван саманипе тÿр килнĕ. 1564 çулхи пушăн 1-мĕшĕнче вырăсла пĕрремĕш «Апостол» ятлă кĕнеке пичетленсе тухнă. Иван Федоров тата Петр Мстиславец историе пĕрремĕш пичетçĕсем пек кĕрсе юлнă. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ пулин те çак професси хăйĕн сумне çухатман.
Юлашки çулсенче пичет машинисене автоматсем улăштарчĕç. Мĕн пур ĕç автомат режимĕнче пурнăçланать, печатник ĕçе сăнаса-тишкерсе тăрать. Çав вăхăтрах унăн хут, полиграфи сăррисен сорчĕсене, тĕссене уйăрма та пĕлмелле. Çакна пĕтĕмпех техникумра вĕрентеççĕ. Занятисенче, мастерскойсенче, издательствăн пичет цехĕсенче, типографисенче, реклама агентствисенче производство практики ирттерсе ĕçе хăнăхма пулать. Диплом илнĕ хыççăн печатнике питĕ кăсăк, лайăх шалуллă ĕç кĕтет.
Кунсерен алла хаçат-журнал тытсан кам тăрăшнипе çак пурлăх вулакан патне çитни пирки шухăшлатăр-и? Печатник - полиграфи тытăмĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ професси. Вăл машинăна хут тĕркисене е листисене тултарать, сăрă валли ятарлă пластинăсем вырнаçтарать, сас паллисене вырăнтан куçса каясран, пĕтĕмĕшле ĕç юхăмне сăнаса тăрать, пахалăха тĕрĕслет. Тĕрлĕ тĕслĕ продукципе ĕçлекен печатниксен ĕçĕ тата та кăткăсрах. Тăватă, виçĕ, икĕ, пĕр тĕрлĕ сăрăпа ĕçлекен машинăсем пур.
Хальхи вăхăтра полиграфи çĕр-шывра çеç мар, чикĕ леш енче те экономикăн чи вăйлă аталанакан отраслĕсенчен пĕри. Çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕреççĕ, çавна май çĕнĕ оборудованисемпе материалсем шухăшласа кăлараççĕ. Техникум студентсене профессипе кăсăклантарас тĕллевпе тĕрлĕ енлĕн ĕçлет. Тĕслĕхрен, экскурси йĕркелесе полиграфи продукцине мĕнле хатĕрленипе паллаштаратпăр. Кĕнеке, хаçат-журнал кун çути курнине сăнаса тăнă май студентсем професси кичем маррине, вăл «этем-техника» йышшисен шутне кĕнине туйса илеççĕ.
Ÿнер ăстисен куравĕсене, театрсене, музейсене илсе çÿресе студентсен кăмăл-туйăмне лайăхлататпăр, илем патне туртăнма хăнăхтаратпăр. Полиграфи вунă кунлăхне ирттересси йăлана кĕнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - профессипе кăсăклантарасси, пултарулăх çул-йĕрне уçасси. Вунă кунлăх вăхăтĕнче иртекен ăслăлăх практика конференцийĕсенче студентсем хăйсен ĕçĕсемпе паллаштараççĕ. Вĕренекенсем хатĕрленĕ пичет продукцийĕсен, раритет кăларăмсен /вĕсене ачасем преподавательсемпе мастерсен килти библиотекисенчен пухаççĕ/ куравĕсене йĕркелетпĕр.
Техникумран вĕренсе тухакансем ĕçсĕр юлмаççĕ. Пурте полиграфи производствинче хăйсен вырăнне тупаççĕ. Ĕç биографине печатникрен, переплетчикрен, дизайнер-верстальщикрен пуçлаççĕ те каярахпа патшалăх е уйрăм çын предприятийĕсенче карьера пусмипе хăпарса пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ. Хăйсен ĕçне пуçлакан та сахал мар.
Тăххăрмĕш класран вĕренсе тухакан хисеплĕ ачасем!
Шкул пĕтеретĕр. Ăçта вĕренме каймалла? Паллах, пурте ăнăçлă карьера пирки ĕмĕтленет. Пуçа нумай ан ватăр. Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумне килĕр, «Пичет ĕçĕн мастерĕ» профессие вĕренĕр!
Техникумăн хăйĕн типографи пур. Районсенчен, ют хуласенчен килекенсене общежитире пÿлĕм параççĕ. Апат виçĕ хутчен тÿлевсĕр çитереççĕ.
Килĕр, вĕренĕр, юратнă ĕçре чăн-чăн профессионал пулăр!
Леонид БЕЛОВ, техникум директорĕ
Комментировать