Хăрах витрепе, çурри тултарса...

19 Июн, 2014

Ялсенче шыв ыйтăвĕ шăрăх вăхăтра уйрăмах çивĕч. Апат пĕçерме, выльăх-чĕрлĕх шăварма çеç мар, вут-кăвартан сыхланма та, пахча çимĕç шăварма та кирлĕ вăл. Апла пулсан килти хуçалăхри шыв савăчĕсем кашни кунах тулли пулмалла. Хĕллехипе танлаштарсан унăн калăпăшĕ çулла темиçе хут ÿсет. Картишĕнчех çăл пулсан тем пекехчĕ те, чылай ялта халĕ те çынсем шыв ăсма инçене утаççĕ. Çулĕ такăр пулсан юрать-ха. Тулли витрепе çырма тĕпĕнчен хăпарасси - терт-асап вĕт.

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра Ольга Филиппова пĕчченех пурăнать, çитес уйăхра 72 çул тултарать. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Канашра чукун çул çинче вăй хунă. Кунне-çĕрне пăхман: çил-тăманра та, йĕпе-сапара та ĕçе тухса утнă. Çавăнпах пулĕ урисем вăхăтран вăхăт сураççĕ. Апла пулсан та пахчара помидор, хăяр, купăста, ытти çимĕç те ÿстерме ÿркенмест. Çанталăк типĕ чухне кашни кунах шăварать.

- Шыв нумай кирлĕ, кам кÿрсе парать? - тетĕп.

- Савăтсене урамри колонкăран хамах йăтса тултаратăп, - тет Ольга Михайловна. - Кăштăртатса пĕчĕккĕн утатăп. Хул пуççи çине кĕвенте çакманни тахçанах. Вăй чакрĕ. Хăрах витрене çурри тултарса йăтатăп.

Енĕш Нăрвашра шыв ыйтăвĕ чăнласах йывăр. Ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн вăхăтĕнче проекта программăна кĕртеймен. Уншăн халĕ ĕçлекенсен айăп çук, унчченхисем çителĕксĕр тăрăшнă.

Ялăн çÿлти пайĕнче - тĕп урампа - шыв пăрăхĕ иртет. Ăна колхоз хăйĕн вăйĕпе вун-вун çул каялла хывнă, 100 ытларах çемье усă курать.

- Пăрăх çулсерен çĕрсе кĕскелет, колонкăсен шучĕ те чакать, - тет ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ Людмила Сергеева. - Пирĕн ял пысăк, 600 киле яхăн. Ыттисем тарасасемпе усă кураççĕ, шăрăхра шыв шайĕ хăвăрт чакать, пăтранать.

 

Программа пурнăçланма пултарнă, анчах çынсем проект ытла хаклă тесе килĕшмен. Патшалăх пулăшнишĕн савăнмалла çеç. Вăл вара пурин валли те мар иккен. Кунашкал тĕслĕхпе хăшĕ-пĕри çут çанталăк газĕ кĕртнĕ чухне тĕл пулнă. «Эпир хывакан укçа каялла те таврăнать-ха», - тесе шухăшлакансем тупăннăран ыйту тавлашупах вĕçленнĕ.

- Шыв çулĕ çиелтех те - нумайăшĕ çăл чавнă. 2010 çулхи шăрăх хыççăн вĕсене тарăнлатрĕç. Хальлĕхе аптрамастпăр-ха, утă-çурла уйăхĕсем хыççăн епле пулĕ - калама хĕн. Çăлсем каллех типĕç-ши, шывсăр юлăпăр-ши? - пăшăрханать шкул директорĕ Галина Степанова. - Скважина чавтаракансем пур, хакĕ хытă çыртать çав. 50 пин тенкĕрен кая мар. Тарăнăшĕнчен, çĕр тытăмĕнчен килет. Чуллă вырăн лексен - хаклăрах.

Енĕш Нăрвашсем, Владимир Маяковский поэт калашле, вăрах канашланă-тавлашнă вăхăтра Тăрмăшсем тĕлĕрмен.

- Эпир 2007 çулта «Таса шыв» программăпа килĕшÿллĕн кашни урамрах пăрăхсем хурса тухрăмăр, çĕнĕ насуссем вырнаçтартăмăр. 400 ытла хуçалăх шывпа усă курать, - тет Тăрмăш ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕн çумĕ Вероника Николаева. - Хăшĕ-пĕри çăл пуртан укçа перекетлес тĕллевпе килĕшмерĕ. Насуспа уçласа пÿрте шыв кĕртекен те чылай. Пирĕншĕн ку ыйту татăлнă.

Администраци специалисчĕсем Владимир Разин пуçлăхпа пĕрле вут-кăвар тухасран асăрхаттарас тĕллевпе рейда тухаççĕ, килсене çитеççĕ.

- Пурин те шыв савăчĕ пур, - тет Вероника Васильевна. - Каç кÿлĕм пахча çимĕç шăварса пушатсан ăна тÿрех тултараççĕ. 2010 çул хыççăн нумай çын çăл чаврĕ. Анчах шыв яланах таса пулмасть. Уйрăмах çуркунне пăтранчăк. Çавăнпа çăлрипе çимĕç шăварма усă куратпăр, колонкăрипе - ĕçме, апат-çимĕç хатĕрлеме.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.