"Депутат ĕçĕ тĕрлĕ енлĕ те кăсăклă"

19 Июн, 2014

Чăваш Республикин çĕнĕ тапхăрти парламенчĕ 20 çул тултарнине халалласа республикăра савăнăçлă мероприятисем иртрĕç. Эпир вара 20 çул ĕç-хĕле пĕтĕмлетмелли меллĕ самант пулнине шута илсе ЧР Патшалăх Канашĕн тĕрлĕ суйлаври депутачĕсене хăйсем парламентра тăрăшнă вăхăта аса илме ыйтрăмăр.

Алексей ЛЕОНТЬЕВ, "Хыпар" Издательство çурчĕ" АУ директорĕ-тĕп редакторĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш суйлаври депутачĕ /1994-1998 çç./:

- 20 çул каялла самана хальхинчен пачах урăхлаччĕ: çĕнĕ Раççей, çĕнелекен Чăваш Ен... Социализм-коммунизм тапхăрĕнчен пасар экономикине куçатпăр, çавăнпа ĕçлеме те, пурăнма та кăсăклăччĕ. Мана Комсомольски районĕнчен депутата суйларĕç. Ун чухне Президент тытăмĕ ĕçлеме кăна пуçланăччĕ. Парламентра икĕ вăйччĕ: пĕри - Президент тата ĕç тăвакан влаç майлисем, тепри - коммунистсен лидерĕ Валентин Шурчанов ертсе пыракан депутатсен йышĕ. Çакна пулах сессисем питĕ тавлашуллă иртетчĕç, 2-шер куна пыратчĕç, 3-мĕшне куçнисем те пулнă. Кашни саккуна тĕплĕн шĕкĕлчесе ыйтусене татса параттăмăр. Çав хушăрах тĕл пулусене нумай çÿреттĕмĕр, халăхпа курнăçаттăмăр. Шăпах çав çулсенче газификаци пуçланчĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ: республикăри ялсене пурне те газ çитнĕ, каярахпа çул туса пĕтерчĕç. Пĕтĕмлетсе каласан - эпир, Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш суйлаври депутачĕсем, хамăр ĕçе 100% пурнăçланă теме юрать.

Эпĕ ун чухне парламентăн Культура енĕпе ĕçлекен комитечĕн ертÿçин çумĕччĕ. Эпир Геннадий Архиповпа, Вячеслав Тимофеевпа тата ытти хăш-пĕр депутатпа наци, культура, чĕлхе ыйтăвĕсене нумай хускататтăмăр. Чĕлхе çинчен калакан саккун мĕнле пурнăçланнине кашни сессире тенĕ пек çĕклеттĕмĕр, укçа уйăрма сĕнеттĕмĕр. Уйăратчĕç те. Çапла питĕ çивĕччĕн, тухăçлăн, туллин ĕçленĕ. Эпир Геннадий Архиповпа /кайран вăл чылай вăхăт ЧНК президенчĕ пулчĕ, эпĕ халĕ те вице-президент/ - Чăваш Республикин Патшалăх кунĕ çинчен калакан саккун проекчĕн авторĕсем. Эпир ыйтнипе ку проект пирки Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Лев Кураков тухса калаçрĕ, çапла депутатсем Патшалăх кунне йышăнчĕç.

Асра юлнă тепĕр самант: 1995 çулта Патшалăх Канашĕн делегацийĕ - эпĕ, Вячеслав Тихонов, Юрий Павлов, Вячеслав Тимофеев тата Геннадий Верблюдов фотокорреспондент - Чечен Республикине кайса килтĕмĕр. Вăрçă кĕрлекен Гудермеса пырса кĕтĕмĕр, Масхадовпа, Дудаевпа курса калаçрăмăр. Эпир тăрăшнипе хамăрăн виçĕ салтака тыткăнран çăлма май килчĕ. Кĕскен каласан эпир хамăр миссие пурнăçларăмăр.

Владимир КУЗЬМИН, Етĕрне райадминистраци пуçлăхĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн иккĕмĕш суйлаври депутачĕ /1998-2002 çç./:

- Пирĕн вăхăтра 87 депутатран 17-шĕ врач пулнă. Ун чухне çынсем медицина ĕçченĕсене шаннă çав. Парламентăн эпĕ ертсе пыракан Социаллă политика тата сывлăха сыхлас енĕпе ĕçлекен комитечĕ йăлтах медиксенчен тăратчĕ, вĕсенчен чылайăшĕ тĕп тухтăрта та нумай ĕçленĕ. Пĕр-пĕрне малтанах пĕлнĕрен питĕ туслă коллектив йĕркеленчĕ. Паллах, ĕçре тавлашмалли те тупăнатчĕ, çапах кашни ыйтăва тĕрлĕ енлĕн тишкерсе татса параттăмăр. Çав вăхăт тĕлнелле эпĕ юридици факультетне пĕтертĕм, çакă мана саккунсем хатĕрлес енĕпе нумай пулăшрĕ.

Комитет урлă темиçе саккун та кăларнă. Эпир депутат пулнă çулсенче юнлă хирĕç-тăрусене хутшăннă çынсем нимĕнле çăмăллăхпа та усă курмастчĕç. Вĕсене çăмăллăхсемпе тивĕçтерес тесе комитет ЧР Патшалăх Канашне пуçарупа тухрĕ, кайран ăна федераци шайне çитерме май килчĕ. Тепĕр 1-1,5 çултан, эпĕ ун чухне депутат марччĕ ĕнтĕ, ăна федераци шайĕнче те ырланине, çавна май "Ветерансем çинчен" саккуна улшăнусем кĕртнине пĕлтĕм. Паллах, савăнтăм. Кун пек тĕслĕх темиçе те илсе кăтартма пулать.

Владимир СВЕШНИКОВ, "Август" фирма" АХО филиалĕн "Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн" директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн виççĕмĕш /2002-2006 çç./, тăваттăмĕш /2006-2011 çç./ тата пиллĕкмĕш /2011 çултан пуçласа хальхи вăхăтра/ суйлавĕсенчи депутачĕ:

- ЧР Патшалăх Канашĕн йышĕ кашни суйлав иртмессерен çĕнелсе пырать. Çав хушăрах унта 2-3-шер тапхăр ĕçлекен депутатсем те пур. Вĕсем парламент ĕçне хăйне евĕрлĕ тăнăçлăх кÿреççĕ. Çĕнĕрен суйланаканнисем вара çĕнĕ варкăш кĕртеççĕ. Пухăннă опыт, тапса тăракан вăй-хал, çĕнĕ пуçарусемпе сĕнÿсем - вĕсем шайлашуллă пулни ĕç кăтартăвĕсене лайăхлатма май парать. Депутатсен яваплăхĕ пысăк: суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăларас тесе вĕсен хăйсен округĕсенче нумай ĕçлемелле. Çав вăхăтрах комитетсен ларăвĕсене, сессисене хутшăнмалла. Патшалăх Канашĕнче вăл е ку ыйтăва сÿтсе явнă чухне тавлашу та сиксе тухать, ун пек чухне эпир республикăра пурăнакансен кăмăлне тивĕçтерекен йышăну тума тăрăшатпăр.

Хăш-пĕр çын хăйĕн йывăрлăхне татса парас тесе тĕрлĕ инстанцие çитет, вĕçне-хĕрне тухайманран депутат патне килет. Ун пеккисене май килнĕ таран пулăшма ăнтăлатпăр. Суйлавçăсем пурнăç лайăх еннелле улшăннине туйччăр тесе хамăртан мĕн килнине йăлтах тума тăрăшатпăр.

Ытти регионти ĕçтешсен опычĕпе паллашни паха пулнине палăртас килет. Кăçал ав Тутарстана кайса килтĕмĕр. Ку енĕпе ют çĕр-шывсен /Финлянди, Китай, Испани/ опытне тишкернине те палăртса хăварам. Пĕтĕмлетсе каласан - депутат ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ енлĕ те кăсăклă.

 Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.