Тăван Атăл 3 (725) № 2019
«Раççей шоу-бизĕнче тĕрлĕ енлĕ таланчĕсемпе палăрнă Игорь Николаев юрăç-композиторăн тымарĕсем чăвашлăхпа чăнах та çыхăннă иккен. Йăха никĕслекенни, пуçласа яраканни Николай Иванович Кочанов /Игорĕн мăн аслашшĕ/ пулнă. Вăл Чăвашра революцичченех тымар янă. Юрлама юратнă, савăнăçра та, хуйхăра та вырăс юррисемпе пĕрлех чăвашлисене те шăрантарнă. Вăл лартнă çурт, сăмах май, Хыркассинче паян кун та пур иккен. Шăпах çавăнта Игорĕн аслашшĕ Иван Николаевич Николаев çуралнă. Вăл финанс техникумне пĕтерсе экономистра тăрăшнă, вăрçă çулĕсенче Инçет Хĕвел Тухăçĕнче хĕсметре тăнă, тинĕсе юратнине пула Сахалинтах юлнă. Кайран, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче, Саратов хулине куçнă, унта 80 çул ытла пурăннă. Игорь халиччен те аслашшĕн Саратоври хваттерĕнчи балкон çинчи раскладушкăна ăшшăн аса илет. «Преферансла выляттăмăр… Çĕнтерекенни раскладушка çинче çывăратчĕ…» («Игорь Николаев юрăç-композиторăн тăванĕсем – Хыркассинчен, е Тăванлăха палăртма мĕн чăрмантарать?» Амина ТУРХАН)
Сăнÿкерчĕкре - Юрий Иванович ывăлĕпе, пĕчĕк Игорь Николаевпа. Холмск.
* Арсений ТАРАСОВ. Инçет телей çути. Икĕ пайлă драма.
* Василий КЕРВЕН. Сиксеччĕ сассăм савăк сăпкунта... Сăвăсен ярăмĕ
* Оксана ТИТОВА-ФЕДОРОВА. Хăв пулман юмахра çĕнĕ сăвă çыраймăн
* Гариф АХУНОВ. Балетмейстер. Калав
* Григорий ЛУЧ. Кăркка тукмакĕ. Шÿтлĕ калав
* Наталья КУЛЬЕВА. Чăваш тĕрри - халăхăмăрăн элемĕ
* Герольд ПЛЕЧОВ. Иван Яковлев анлăрах шухăшлама вĕрентнĕ (Тавлашу тĕпелĕ)
* Çĕнĕ ят: Мальвина ПЕТРОВА. Çыхсах лартăр, ара! Çыхăр, çыхăр!
Комментировать