Пирĕн велосипедистсем — çĕнтерÿçĕсем

19 Мар, 2019

Пуш уйăхĕн 16-17-мĕшĕсенче Краснодар крайĕнчи Кабардинка поселокĕнче «Жемчужина моря-2019» маунтинбайк спорчĕн Пĕтĕм тĕнчери ăмăртăвĕ иртнĕ.

Спортсменсем тинĕс кукринче, Геленджик хули çывăхĕнче тупăшнă. Икĕ кунра Раççейри, Казахстанри, Белоруссири 150 спортсмен медальсем çĕнсе илессишĕн тар тăкнă. Пьедесталăн хисеплĕ картлашкисене тивĕçессишĕн ăмăртакансене тĕрлĕ ÿсĕм ушкăнне уйăрнă.

Пирĕн ентеш Ольга Терентьева республика тата Санкт-Петербург чысне тивĕçлĕ хÿтĕлесе çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.

Вырсарникун каллех пирĕн ентеш, Вăрмар районĕнчи Пинер каччи Руслан Боредский, малти вырăна тухса чăваш ятне çĕкленĕ. Вăл Санкт-Петербургшăн ăмăртнă.

www.hypar.ru

Елена ЛУКИНА. Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментировать