Хăрах витрепе, çурри тултарса...

18 Июн, 2014

Ялсенче шыв ыйтăвĕ уйрăмах шăрăх вăхăтра çивĕч. Апат пĕçерме те чей вĕретме, выльăх-чĕрлĕх шăварма çеç мар, вут-кăвартан сыхланма та, пахча çимĕç шăварма та кирлĕ вăл. Апла пулсан килти хуçалăхри шыв савăчĕсем кашни кунах тулли пулмалла. Хĕллехипе танлаштарсан унăн калăпăшĕ çулла темиçе хут ÿсет. Картишĕнчех çăл тата насус пулсан тем пекехчĕ те, чылай ялта халĕ те шыв ăсма çынсем инçене утаççĕ. Çулĕ тÿрĕ пулсан юрать-ха. Ватăсене тулли витрепе çырма тĕпĕнчен хăпарасси - терт-асап.

Енĕш Нăрвашра шыв ыйтăвĕ чăнласах йывăр. Ял тăрăхĕн администрацийĕ хăйĕн вăхăтĕнче проекта программăна кĕртеймен. Уншăн халĕ администрацинче ĕçлекенсен айăп çук, унчченхисем çителĕксĕр тăрăшнă.

Новости по теме