Параканран... илмен, е Коррупци никĕсĕ çирĕппинче пирĕн тÿпе те çук мар-и?

18 Июн, 2014

Руль умĕнчи çынсенчен чылайăшĕ, мĕн пытармалли, патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсене килĕштерсех каймасть. Пурте мар - çул çинче йĕркелĕхе, çул-йĕр правилисене пăхăнакансен инспекторпа нимĕн пайламалли те çук. Кам пăхăнмасть, çăмăлттайланса хăйĕн тата çул çÿреве хутшăнакан ытти çыннăн пурнăçне-сывлăхне хăрушлăха кĕртсе ÿкерет - ытларах чухне вĕсем кăмăлсăрланаççĕ: штраф, яваплăхăн ытти мери - инспектор япăх пулса тăчĕ те. Паллах, пакунлă çынсенчен хăшĕ-пĕри ямăттине хапсăнса взятка илни те пулкалать. Параканран илме хушнă-ха та... Анекдотсем ăнсăртран çуралман. Анчах хайхи анекдотсенче темшĕн-çке «взятка» ăнлавра икĕ ен пулнин киревсĕрлĕхĕ сăнланмасть - илекенни тата... параканни. ПАИ сотрудникĕсемпе çыхăннă тĕслĕхсенче параканни хăйĕн айăпне курмăш-асăрхамăш тăвас тĕллевпе преступлени çулĕ çине тăни асра та çук. Çапла, илни кăна мар, взятка пани те - преступлени.

- Взятка сĕнни-панине Уголовлă кодексăн 291 статйи уçăмлă хаклать, - тет ЧР ШĔМĕн Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн тĕрĕслевпе профилактика уйрăмĕн пуçлăхĕ полици подполковникĕ Вячеслав Жирнов. - Яваплăх та çирĕп: уйрăмах пысăк виçепе взятка панăшăн 12 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма, взяткăн 90 виçи чухлĕ штрафлама пултараççĕ. Анчах хăшĕсене çакă та хăратмасть: ПАИ сотрудникĕсене укçа панă тĕслĕхсен шучĕ чакма мар, пачах тепĕр майлă - ÿссе пырать. Пĕлтĕрхи кăрлач-çу уйăхĕсенче эпир çавнашкал 4 тĕслĕхе кăна шута илнĕччĕ, кăçал вара икĕ хутран та ытларах - 9 уголовлă ĕç пуçарнă.

Паллах, çул çинчи инспекторсене взятка «пысăк виçепе» сĕнмеççĕ, анчах ку - каçармалли сăлтав мар. Хăш-пĕр уголовлă ĕçпе приговор та паллă ĕнтĕ - суд тенкелĕ çине ларнисем ÿкĕнеççĕ те пуль. Анчах чавса çывăх та...

Шупашкарта пурăнакан Александр Гаврилова çав кун, кăçалхи нарăсăн 6-мĕшĕнче, Канаш районĕнчи Маяк патĕнче ПАИ инспекторĕсем чарнă. Сăлтавсăр мар: Гаврилов тытса пыракан «Шкода» автомобиль юраман çĕрте çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухнă. Урăхла каласан çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăснă. С.Шамбулин инспектор протокол çырмашкăн ăна служба машинин салонне кĕрсе ларма сĕннĕ. Айăплă водитель вара яваплăхран пăрăнас тĕллевпе инспектора взятка пама тăнă. Служба автомобилĕн малти ларкăчĕсен хушшине 2000 тенкĕ хунă. Ан тĕлĕнĕр: Шамбулин çав укçана илмен.

Уголовлă ĕç çуралнă. Халĕ приговор та паллă ĕнтĕ. Канаш районĕн сучĕ А.Гаврилова должноçри çынна взятка пама тăнăшăн хайхи укçан 30 виçи - 60 пин тенкĕлĕх - штрафланă. Сăмах май, водитель преступлени çулĕ çине тăман тăк çул-йĕр правилисене пăснăшăн административлă яваплăх чылай «йÿнĕрех» пулатчĕ - 5 пин тенкĕлĕх штраф. Чăн та, водитель удостоверенине 4-6 уйăхлăха туртса илме пултаратчĕç. Халĕ вара - суд айăплавĕ, яланлăхах вараланнă ят-сум.

Нарăсăн 22-мĕшĕнче Шупашкарти Ленин проспектĕнчи 52-мĕш çурт патĕнче инспекторсем «Мицубиси» автомобиле чарнă. Руль умĕнчи Дмитрий Ж. транспорт хатĕрĕн регистраци номерĕ курăнманнине пăхмасăр çула тухнă та - йĕркелĕх хуралçисене çакă сисчĕвлентернĕ. Тĕрĕсленĕ май Вăрнар çамрăкĕн хушамачĕ автомобилĕн ОСАГО полисĕнче çукки палăрнă - капла юрамасть! 24 çулти çамрăк аслă лейтенанта Е.Карсакова взятка сĕнсе хăтăлма шухăш тытнă - служба автомобилĕн бардачокне 700 тенкĕ хунă. Инспектор кун пирки тивĕçлĕ службăна пĕлтернĕ май взятка паракана çавăнтах тытса чарнă. Кăтартăвĕ - уголовлă ĕç.

Акă ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн ДПС батальонĕн инспекторĕн С.Мельниковăн рапортĕнчи йĕркесем: «Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче службăна тăтăм. Çав кунах пире пуçлăхсем экономикăри преступленисемпе тата коррупципе кĕрешекен пай сотрудникĕсемпе пĕрле ПАИ сотрудникĕсене взятка парассине хирĕç оперативлă профилактика мероприятийĕсене хутшăнма хушрĕç. 13 сехет хыççăн Б.Хмельницкий урамĕнчи 113-мĕш çурт патĕнче ВАЗ автомобиль çул урлă каçакан çуран çынна ирттерсе яманнине асăрхарăмăр. Манăн ĕçтеш Ю.Клементьев çав машинăна чарчĕ, водительтен документ ыйтрĕ. Водитель хутсене пачĕ. Унăн хушамачĕ ОСАГО полисĕнче çукки палăрчĕ, автотранспорт хатĕрĕн техника паспорчĕ те çук. Водитель служба машинине ларчĕ, эпĕ адмпротокол çырма пуçларăм. Кăштахран водитель протокол ан çыр тесе мана 1000 тенкĕ сĕнчĕ. Эпĕ хирĕçлерĕм, çакна должноçри çынна взятка пани тесе хаклама пултарасси пирки асăрхаттартăм. Вăл çакна пĕлет иккен, хăй те маларах тепĕр çын ПАИ сотрудникне взятка панă тĕслĕхре пунетей пулса хутшăннă, апла пулин те малти ларкăчсен хушшине купюрăсем хучĕ - 1000 тенкĕ...»

Инспектор çакăн хыççăн служба машинин тĕрлĕ тĕспе çутатакан маячокне хута янă та - взятка паракана коррупципе кĕрешекен пай сотрудникĕсем алăранах ярса тытнă.

Çав кунах Муркаш районĕнче те çакнашкал пăтăрмах пулнă. Унта çĕр улми тиенĕ грузовик водителĕ Косимджон Ж. 500 тенкĕлĕх штрафран хăтăлас шутпа вырăнти автоинспекторсене 200 тенкĕ сĕннĕ. Çак тĕслĕхпе те Следстви комитечĕн Етĕрнери пайĕ уголовлă ĕç пуçарнă.

Сăмах май, пуш уйăхĕ темшĕн-çке кунашкал тĕслĕхсемпе уйрăмах пуян пулнă. Уйăхăн 14-мĕш кунĕнче Шупашкарти Энтузиастсен урамĕнче те «Опель» автомобильпе çула тухнă Г. çуран çынна ирттерсе яманнине кура ăна ПАИ сотрудникĕсем чарнă. Арçын А.Романов инспектора 1000 тенкĕ тыттарнă - взятка. Каллех - уголовлă ĕç.

Элĕкре пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче П. çакланнă. Унăн ОСАГО полисĕн вăхăчĕ иртнĕ - айăпĕ куç кĕрет. Çакскер 150 тенкĕ тÿлесе тÿрре тухма тăнă. Куншăн та суд умне тăма тивет. Йĕпреç районĕнче те водитель инспектор хăйĕн айăпне курмăш тăвассине ытла та йÿнĕ хакланă: чĕр чунсен карантинĕн правилисене пăснăшăн явап тыттарасран хăтăлас шутпа И. водитель А.Чуркин лейтенанта 300 тенкĕ сĕннĕ. Пакунлă çын укçана илмен. Çак тĕслĕхпе те Уголовлă кодексăн 30 статйин 3-мĕш, 291 статйин 3-мĕш пайĕсемпе уголовлă ĕç пуçарнă.

Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Канаш хулинче Раис А. çул-йĕр инспекторне укçа илме «ÿкĕтленĕ». Вăл регистраци номерĕсĕр транспорт хатĕрĕпе çула тухнă. Çакăншăн хăйне чарсан В.Анисимов инспектор служба машининче протокол çырнă вăхăтра ăна 1000 тенкĕ парасшăн пулнă. Уголовлă ĕçе Следстви комитечĕн Канашри пайĕ тĕпчет.

Тепĕр рапорт - ăна ШĔМĕн Шупашкарти управленийĕн ДПС батальонĕн инспекторĕ Д.Андреев çырнă: «Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче 12 сехет тĕлнелле Б.Хмельницкий урамĕнче ВАЗ автомашина водителĕ хăрушсăрлăх пиçиххипе çыхăнманнине асăрхарăмăр. Ăна чартăмăр. Руль умĕнче - Мари Эл çынни Велихан М. Адмпротокол çырнă вăхăтра М. мана протокол ан çыр тесе 500 тенкĕ сĕнчĕ. Куншăн УК 291 статйипе айăплама пултарасси пирки асăрхаттартăм пулин те вăл машинăна алă тормозĕн рычагĕ патне 50, 100 тенкĕлĕх купюрăсем хучĕ - пĕтĕмпе 500 тенкĕ...» Арçынна çавăнтах тытса чарнă.

...Юрĕ, пăнчă лартма та вăхăт. Асăрхаттармалли çеç юлать: çул çинче инспектор чарчĕ тĕк - яваплăхран хăтăлас шутпа кĕсьерен енчĕк кăлариччен «çиччĕ виçме» ан манăр. Пĕлсе пĕтер: укçа сĕнĕн те - инспектор илмĕ, хăвăршăнах ытла та хакла ларĕ. Пакунлă çынсен шалăвĕ паян пĕчĕк тееймĕн, çавăнпа та вĕсем ĕç вырăнĕсĕр юлассинчен, карьерăна такăнтарассинчен тата, чи хăрушши, суд тенкелĕ çине ларассинчен шикленмесĕр сирĕн темиçе çĕр тенкĕре хапсăнасси иккĕленÿллĕ. Çавăнпах право хуралĕнчи органсенче коррупци тымар яни пирки сăмах ваклакансене те ÿпкелес килет: параканни пулсан илекенни тупăнасси часах - çакна та шута илесчĕ. Паратпăр тăк - хамăрах коррупци никĕсне çирĕплететпĕр мар-и?

Николай КОНОВАЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.