Тăвар вăрри «Арçури» халапа аса илсе

18 Июн, 2014

Тăвар вăрри - куçса, ишĕлсе тăракан шутсăр тарăн çырма. Чăнкă сăрт-ту айккинчен çăл куçсем тухса тăракан вырăн. Авалтан кунта арçурисем, усал-тĕселсем пурăнаççĕ, айкашаççĕ тенĕ.

Арçури çырминчен чăнкă ту çине çичĕ сакăлтăкран иртсе, çичĕ пăрăнчăкран çаврăнса улăхмалла. Çав вырăнсенче ĕнтĕ лав çумне арçурисем çыпçăнаççĕ, ăна сиен кÿреççĕ тенĕ.

- Хытă айкашаççĕ, урапа тĕнĕлне е турта-пĕкке хуçаççĕ е лава йăвантарса яраççĕ. Лашана пÿлсе чăкăмлаттараççĕ. Тата - ухлата-ухлата кăшкăраççĕ, лахлата-лахлата кулаççĕ. Чуна кăларас пек çухăрса хăратаççĕ.

Лавçăсем вара чăнкă ту çине улăхса çитсен Тамăкран тухнă пек туяççĕ. Канса илсен Итĕлмес ялĕ еннелле уттараççĕ. Унти арманран иртсен ирĕке тухрăмăр тесе шухăшлаççĕ.

Мĕншĕн Тăвар вăрри тăвайкки?

Çак вырăнта Тапанар /Енчĕк çырми, шывĕ/ юхса выртать. Атăл çумĕнчи улăха юхса тухнă çĕре юшкăн хăварса тухакан вырăна Тапанар юхан шыв вăрри тенĕ. Шывçи уççи тăрăх лавпа çÿреме лаша çулĕсем йĕркеленĕ.

Асăннă тăвайкки йĕкĕреш: пĕри Итĕлмес еннелле, тепри Кĕчкей еннелле улăхса аннă.

Кĕчкей тăвайкки тулашĕнче пĕчĕк лапка çерем пур, çавăнта тăвар сутуçисем /Шур Атăл, Чулмаç/ тăрăхĕнчен тăвар илсе килнĕ. Тăварĕ хаклă. Çтенкке Разин пăлхавĕ пулнă çул çывăхри ял çыннисем унти ампарти тăвара вăрланă.

Кам тăвар ытларах вăрланă, ăна тăвар татах хушса паратпăр тенĕ. Халăх ир-ирех лаша кÿлсе тăвар патне чуптарнă. Вĕсене казаксем сĕреке лартса кĕтнĕ. Тăвар пама пуçланă.

Вĕсенчен шахвăртса: «Эсĕ ун чухлĕ илмен ĕнтĕ», - тенĕ. «Илнĕ, илнĕ, Якăп пиччерен те ытларах илнĕ», - тесе ăмăртнă. Çапла вăрăсене тупнă...

Шанарпуçсем ытларах илнĕ тени юлнă халăхра. Кайран ял çумне Хура /çуннă/ юпа лартни çинчен те манмаççĕ. Çавăншăн «Тапанар вăрри», «Тапанар тăвайкки» сăмахсем вырăнне - «Тăвар вăрри», «Тăвар вăрри тăвайкки» сăмахсем çирĕпленнĕ.

Ытти вырăнсем ăçта пулнă?

1. Шыва кĕме юраман кÿлĕ. 2. Чул амăш хăвăлĕ. 3. Чул кăларакан Ахванас сăрчĕ - çырми. 4. Сĕвек ту. Тăвар вăрри тăвайккинчи сивĕ, тăрă та пĕчĕк кÿлĕ çумĕнчи тарăн çырмара арçурисем пурăнаççĕ тет. Вĕсем вăрмана пынă хĕр ачасене кăтăкласа култарса вĕлереççĕ имĕш. Çакскерсем арçурисем пулаççĕ тет.

Чул амăшĕ хăвăлĕ - çĕр хăвăлĕ. Сĕвек ту кĕперĕ пулнă çырмара куçса тăракан вырăн пур. Ваттисем каланă тăрăх - çĕр хăвăлне авал вăрăсем виçĕ лаша кÿлсе кĕрсе çÿренĕ тет. Хăвăлĕ сĕвек туран Криуш тĕлĕнчи Чарту таран пулнă тет.

Ахванас çырми. Кĕчкей вăрманне хирĕç, Тапанар шывĕн сылтăм çыранĕнче уçăлса тăнă. Халăх чарусăр: вăл нÿхреп тума, çурт-йĕр никĕсне яма унтан чул кăларнă. Савăлне çапаканĕ «Ах, ванас, ох, ванас» тесе каланăран вырăнне Ахванас теме пуçланă.

Сĕвек ту. Тапанар тăрăх улăхакан сăрта, çырмана Сĕвек ту теççĕ. Тăвайккийĕ 2 çухрăм, çырми 7 çухрăма яхăн тăсăлать.

Атăл енчи вырăнсем

1. Шăла ватакан çăл куç, Исай /Юсай/, Чупай, Кăнтăр хутти, Йăмра лаппи кÿллисем.

2. Кивĕ хупах, Чÿк ырри вырăнĕсем, Курт ай çаранĕсем. Манăçа тухнă ĕнтĕ вĕсем. Халапсенче кăна юлнă. Çапла калани пур:

- Чăнкă ту айĕнчи çăл куç шывне ĕçсен шăл ванать* пыра ларать*

- Исай, Чупай кÿллисенче хуçи хушмасăр пулă тытман*

- Кантăр кÿллинче, кантăра /кĕлтисене, салккисене/ пусиччен пулă тытмалла пулнă иккен. Шĕшлĕ /çăрттан/ нумай тытнă*

- йăмра лаппинче тирçĕсем йăмра касса хуппине сÿнĕ, типĕтнĕ. Унтан вĕретсе тир сĕрмелли, тупкăламалли сăрă тунă, тир сăрланă*

- Атăл тăрăх бурлаксем çÿренĕ вăхăтра сутуçă çулла хупах /кабак/ лартнă, сутă тунă. Халĕ çав вырăна Кив хупах теççĕ*

- Чăвашсем Христос тĕнне йышăниччен авалхи тĕне, çут çанталăк тытăмĕнчи вăйсене ĕненнĕ. Вĕсене чÿклесе е тиха, е пăру, е така, е хур-кăвакал, çерçи панă.

Вырăнĕсем: Атăл кукри, Атăл çинчи шыв çаврăнăшĕ /яр/, шыв юхса кĕнĕ вырăнсем. Ырă вырăнтисене - Хĕрлĕ çыр - Красный яр, усал вырăна - Хаяр çĕр - Черный яр - усал, хура вырăн тенĕ.

Кĕчкей çывăхĕнчи авăра авал Чук ырри тенĕ. Кунта вырăс пулăçисен Чекури ятлă ялĕ ларнă.

Хĕрлĕ Куртай сăртĕнче - 200 метр çÿллĕшĕнче - чăваш ялĕ ларнă. Ун айĕнчи улăх-çарансене Куртай çыранĕ тенĕ. Кунта иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче 50-60 капан утă çулса пуçтарнă. Ун хыççăн выльăха улăха янă.

Кĕркуннехи каçсенче, уйăх катăлса тухсан, арçурисем йĕкĕт пулса лаша утланса улăхра алхасса çÿренĕ теççĕ. Пĕрне Лашман ачи - Патÿш - тытнă тет, яла кĕртнĕ тет. Унтан хĕнесе кăларса янă имĕш. Лешĕ ялне ылханнă тет. Çавăнпа Патÿш ялĕ хĕсĕре юлса пĕтнĕ тет.

Калав-юмах-халап татах та тупăнĕ. Хальлĕхе çитĕ. Асăннă тата хăвăр тăрăхри паллă вырăнсене çитсе курмалла пултăр.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.