Мĕн тути юлĕ-ши асра?

17 Июн, 2014

Выльăх усрани тупăшлă мар тет ял çынни. Колхоз-совхоз кĕрлесе тăнă чухне утă-улăм, тыр-пул енчен ирĕклĕ пулнă. Халĕ ура çинче çирĕп тăракан хуçалăх çукпа пĕрех. Çавăнпах хăвăн пай çĕр лаптăкĕ çинче ÿстерме тивет е самай пысăк хакпа туянмалла. Çав укçапа лавккара е пасарта аш-какай, сĕт-турăх илсен йÿнĕрех те ларать.

Паян сутлăхра пурте пур - укçу кăна пултăр. Кĕсье хулăн тăк çурт та çĕкленет, хваттер те юсанать, пахча та сухаланать... Кĕтÿ те кĕтĕнет тесе калас килет те, анчах чĕлхе çаврăнмасть. Кĕтÿ кĕтес текен çук халĕ. Черетпе паракан укçаран самай пысăк шалу пухăнать. Апла пулин те çын ĕçсĕр çапкаланса çÿресен те кĕтÿ кĕтме килĕшмест.

Лавкка сентрисем тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуян. Ялсенче те суту-илÿ вырăнĕ халĕ пĕрре-иккĕ кăна мар. Юлашки вăхăтра тата çурмафабрикат сутакан лавккасем уçăлма пуçларĕç. Унта пельмень-катлетран пуçласа икерчĕ таран пур. Мĕнрен тата мĕнле условисенче хатĕрленĕ вĕсене - пĕлме çук. Чăх, сысна е ĕне какайĕнчен тунă-и - пурте пĕр тутăллă. Вĕсене çиес килнине вăйлатакан ятарлă хутăшсемпе пуянлатаççĕ.

Хĕвел анăçри çĕр-шывсенче вĕсем тахçанах анлă сарăлнă. Телевизорпа каланине ĕненес тĕк - унта пурăнакан халăхăн ытларах пайĕ мăнтăрланни хими элеменчĕсемпе тутлăлантарса хатĕрленĕ апата çинипе çыхăннă. Çурма хатĕр апат пирĕн лавккасенче икĕ-виçĕ çул каялла çеç курăна пуçларĕ. Апла пулин те эпир вĕсене хăнăхрăмăр. Тутăлăх, пахалăх, усăлăх енчен илсен вĕсем килте ÿстерсе пуснă выльăх какайĕ çывăхне те пымаççĕ.

Пĕр тесен ялта паян камсем пурăнаççĕ-ха? Ытларах тивĕçлĕ канăва кайнă çынсем. Е уйăхсерен алла укçа илекен ватăсем. Ватă çынна выльăх пăхма çăмăл мар. Лавккана кайса мĕн кирлине туяннинчен ырри çук уншăн. Тепĕр ушкăн - кил хуçи аякка ĕçлеме çÿрекен çемьесем. Вĕсем выльăх усраманнин сăлтавĕ иккĕ. Пĕрремĕшĕ - арçын килте çук чухне хĕрарăма утă çулма, кĕтÿ кĕтме пĕччен йывăр. Иккĕмĕшĕ - укçаллă çын мĕн тума пилĕк авса тарăхтăр, каять те лавккаран хатĕр апат туянать. Виççĕмĕш ушкăна кĕрекенсем - "ик айкки те тăвайкки" каларăша пăхăнса пурăнакансем. Урăхла каласан - ĕçкĕпе туслашнисем. Ун пеккисене çимелли нумай кирлĕ мар, ĕçмелли ытларах пултăр.

Юлашки вăхăтра пирĕн пурнăçа тепĕр "çĕнĕлĕх" кĕрсе тымарланчĕ. Уйрăмах ялсенче, унта çынсем пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ. Лавккаран кивçенле туянаççĕ. Кĕтмелле илекенсен ячĕсем - тетрадь тулли. Акă укçаран татăлнă хĕрарăм упăшки вахтăран таврăнсанах килсе тÿлеме шантарса лавккаран апат-çимĕç тултарса кайрĕ.

Çав самантрах - вăрах вăхăт тум-тирне çуманран-ши е кунĕн-çĕрĕн ĕçкĕллĕ çÿренĕрен-ши - хăйĕнчен лайăх мар шăршă кĕрекен çамрăк хĕрарăм килсе кĕчĕ. Сутуçăран эрех ыйтать. Мĕн ыйтнипе тивĕçтерсе унăн ятне те тетраде çырса хучĕ сутуçă. "Кун пеккисене епле сутма хăрамастăн? Тÿлееççĕ-и?" - ыйтрăм унран. "Пурăнсан-пурăнсан килсе параççĕ. Уйăхне 4-5 пине те çитсе каять. Вĕсенчен хăтăлма çук, часрах илччĕр те тухса кайччăр", - терĕ вăл.

Ас тăватăп: ача чухне çĕр-шывра е тĕнчере пĕр-пĕр инкек сиксе тухсан аслисем: "Эпир ялта выçă лармăпăр. Хуларисен ăçтан çăлăнăç тупмалла? Ялта çерçи те выçă вилмест", - тетчĕç. Карта тулли выльăх тăрсан аш-какайĕ те, сĕчĕ-хăйми те, çăвĕ-турăхĕ те пур, чăх-чĕп усракан çăмартаран татăлмасть. Килти пахча çимĕçе те хĕлĕпе çиме май пур, шăнтса е тăварласа хума çеç ан ÿркен.

Шухăшлатăп та - халĕ ялта пурăнса та выçса вилме пулать иккен. Ял çынни аш-какайне, юр-варне тата ытти çимĕçе лавккаран туянать. Пахалăх пирки шухăшласа пуç ватмастпăр. Кăмакаран тин тухнă вĕри çăкăртан пысăк чĕлĕ касса илсе кăпăклă сĕтпе сыпса е пÿрне хулăнăш хăйма сĕрсе çини паян та асра. Халĕ ялта çитĕнекен ачасен асĕнче еплерех апат тути упранĕ-ши? Чăх пĕççи-и? Сосиска-и? Йÿçме те, пăсăлма та пĕлмен йогурт-и е кăвакара пуçланă çăкăра тураса тăварпа хутăштарса типĕтнĕ сухари-и?...

Хальхи вăхăтра ялти 20-30 килтен пĕринче çеç какай, сĕт-турăх, çăмарта пултăр тесе карта тулли выльăхпа чăх-чĕп тытаççĕ. Вĕсем выльăх пуссан какайне кÿрши-арши çавăнтах туянать. Сĕтне, хăймине, çуне, турăхне те куллен килне килсех илсе каяççĕ. Ĕçчен çын кĕсйине çавăнтан сахал мар тупăш кĕрет. Пурăна киле çын паха апата ытларах хисеплеме пуçлассине манăн çав тери ĕненес килет.

 Галина ДАНИЛОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.