Çĕр çырли — вăрăран
Вулакан ыйтăвне Владимир СМИРНОВ пахчаçă хуравлать:
— Çĕр çырли çулла чи малтан пулакан çимĕçсенчен пĕри. Унăн тути, шăрши кирек кама та илĕртет. Çĕр çырли юратман çын çукпа пĕрех. Килте вăрăран çитĕнтернĕ калча çырла лаптăкне çĕнетме, çулла май килнĕ таран маларах çимĕç туса илме май парать. Анчах шута илмелле: таса вăрлăхран çитĕнтернĕ калчана унчченхи йăрантан май килнĕ таран инçерех лартма тăрăшăр. Тата малтанхи лаптăкра сирĕн çĕр çырли е хурăн çырли çитĕнет? Час-часах çырлан икĕ тĕсĕ хутăшса кайнине курма пулать. Кун пек чухне чылай çын йăрантан çырла мĕншĕн сахал пуçтарнине, тĕмсем çимĕç пами пулнине ăнланмасть. Сăлтавĕ — çĕр çырлипе хурăн çырлин культурăланă сорчĕсем хутăшса кайни. Вĕсем пĕтĕçленсе культурăллă сорт пахалăхне çухатаççĕ.
Çĕр çырлин çулçи яка, пĕр тĕмрех аçа тата ама чечексем аталанаççĕ. Хурăн çырлин çулçи кăшăркарах, чечек туни çулçăран иртичченех ÿсет, çÿлерех çĕкленсе тăрать, чылай чухне икĕ килпе аталанать. Аçа тата ама тĕмсем пулаççĕ.
Çырла вăрлăхне нарăс пуç-ламăшĕнчех акма юрать. Вăрлăха стратификацилемелли çинчен манмалла мар. Мĕншĕн тесен çут çанталăкра ÿсекен вăрлăх сивĕре хĕл каçмашкăн хатĕрленет. Сивĕ тапхăрне иртнĕ хыççăн çеç вăрлăх вăранать. Икĕ меслетпе сивĕре тытма пулать. Хатĕр вăрлăха нÿрĕ пусма татăкĕпе чĕркесе холодильнике 10 куна хума юрать. Унтан кăларсан хатĕрленĕ савăта асăрханса акмалла.
Тепĕр меслет: хатĕр тăпрана савăта тултармалла. Нÿретсе пусăрăнтармалла. Унта çырла вăррине акмалла, çĕрпе хупламалла мар, çиелтен юрпа 1,5 см хулăнăш витмелле. Савăта полиэтилен пленкăпа хупламалла, холодильнике 7-10 куна лартмалла. Юр пĕчĕккĕн ирĕлсе вăрлăха çĕр çумне çыпăçтарать. Палăртнă вăхăтран кăлармалла, савăта чÿрече умне лартмалла. Унта 20-24 градус ăшă пулмалла. Калча 15-30 кунран ªсорта кураº шăтса тухать. Савăт хуппине тÿрех уçма ан васкăр, 2-3 кун кĕтĕр, сывламашкăн уçса хупма юрать. Асăрханса тăпрана нÿретмелле, шприцпа е пульверизаторпа пĕрĕхмелле. Ытлашши нÿрĕк те юрамасть, калча путланма пултарать. Ăна ку вăхăтра çутă 12-14 сехет кирлĕ, светодиод е люминесцент лампа çутса çутă вăхăтне тăсмалла. 2-3 чăн çулçă тухсан кашни тĕпе уйрăм савăта куçарса лартмалла. Имшеркке калчапа питĕ асăрхануллă пулмалла. Тунана тăпрана тарăна антармалла мар. Ÿссе çирĕпленнĕçемĕн тăпра сапса тунана çулçă тĕвви таран хупламалла.
Акмалли çĕре çапла хатĕрлемелле: çĕрĕк тăпри — 75%, торф е лайăх çĕрнĕ тислĕк — 25%, хăйăр — 25%, кăштах кĕл хушмалла. Калчана пĕчĕк чухне тутлăхлă япаласемпе апатлантарма кирлех мар, ăна тăпрари пулăхлăх çитет.
Ирĕке куçариччен калчана пиçĕхтермелле. Кăнтăрлахи ăшăра вăхăтлăх урама е балкона кăларса лартмалла, сивĕтиччен кĕртмелле. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче калчана йăрана куçармалла.
Çырла тымарĕ тарăна каймасть, çиелте аталанать. Тăпран çиелти сийне лайăх çĕрнĕ тислĕк, хăйăр хушса кăпкалатмалла. Йăрана куçарнă тĕмсене вăй иличчен сăнаса тăмалла. Нарăсра акса калчалантарнă тĕм çулла çырла парĕ, анчах йышлах мар. Тепĕр çул тухăç аван пулĕ.
Комментировать