Шăрçа хурăн айĕнче ай аван

11 Июн, 2014

 Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç сали ку тăрăхри алă ăстисен сăпки тесен те йăнăш мар пуль. Николай Ильин тĕрлĕ материалпа усă курса ăсталанă чиркÿ е арман кÿлеписене тинкеретĕн е чылай кил хуçалăхăн йăран çинчи "нăрик-нăрикĕсем" çине пăхатăн - чунра ăшă пулса каять. Кусем те тарама-ха, маттур пикесем вĕтĕ шăрçаран "çитĕнтернĕ" виçĕ метра яхăн çÿллĕш хурăна курсан вара куçа чылайччен урăх япала енне куçараймастăн.

- Кÿршĕ хĕрарăмĕ патĕнче пĕррехинче /тăватă çул каялла пулчĕ ку/ вĕтĕ шăрçаран илĕртÿллĕ япаласем ăсталама хăнăхмалли журнал алла лекнĕччĕ. Ÿкерчĕксенчи хитре чечексене курса киленнĕ хыççăн вĕсене ниепле куç умĕнчен сиреймерĕм. Çавăн хыççăн лавккасенче ал ĕç журналĕсене сăнама пуçларăм. Шел, питĕ хаклăччĕ вĕсем. Мĕнле çыхмалли çинчен ăнлантарнине Интернетра шырама пикентĕм вара. Çапла лекрĕм эпĕ вĕтĕ шăрçа "тыткăнне", - аса илет хобби çуралнă саманта ушкăнри "чи пысăк стажлă" шăрçаçă Алина Вячеславовна Николаева.

Пултаруллă хĕрарăм паян ку алă ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене кирек кама та вĕрентеет. Чи малтан унăн урокĕсене илекенĕ пĕр ялтах пурăнакан Мария Ларионова пулнă.

- Пĕррехинче Алина шăрçаран йывăç ăсталани çинчен пĕлтерчĕ, кĕрсе курма сĕнчĕ. Чăн та, питĕ хитре - манăн та çак пултарулăха алла илес кăмăл çуралчĕ. Сăмах вĕççĕн ăнлантарнă хыççăн килте хăтланса пăхрăм та - пулать пек! Çапла "чире ертĕм", хăш-пĕр чухне апат çинчен те манаттăм - пуçланă япалана часрах хатĕр тăвас килет - мĕнлерех пулассине малтанах чухлаймастăн вĕт, - тĕлĕкре те тĕлленмен чун киленĕçĕ çинчен хаваспах каласа кăтартать вырăнти почтальонра ĕçлекен 5 ача амăшĕ.

Алина Вячеславовна вара тăватă çулта груз турттаракан пĕр машинăна тултармалăх сувенир ăсталанах тесе ĕнентерет. Вĕтĕ шăрçаран тунă куршакри илемлĕ чечексене, тĕмсене сутса хăйне май услам тума та вĕреннĕ. Çапла унăн япалисене ентешсем кăна мар, Хусан çыннисем те ытараймасăр сахал мар туяннă. Пултаруллă алă ăстине Хусансем Универсиадăна килекенсене капăр япаласем сĕнме те йыхравланă пулнă, анчах хăйĕн таварне унта-кунта "сĕтĕрсе" ывăннă Вăрмар хĕрарăмĕ чаплă мероприятие хутшăнман. Сăмах май, вăл Хусанта чукун çул вокзалĕнче операторта тăрăшать.

...Энĕшпуç ял тăрăхĕн администраци çуртне кĕрсен илемлĕ хурăна асăрхамасăр май çук. 2 метр та 75 сантиметр çÿллĕш "ÿссе ларнăскере" малтанах чĕрĕскер пекех йышăнатăн. Вичкĕн куçли вара вăл вĕтĕ шăрçаран ăсталанăскеррине тÿрех сăнать те камăн асамлă алли çак илеме калăплама пултарни çинчен шухăшлать ахăртнех. Халĕ ĕнтĕ эпĕ, республикăн тĕп чăваш хаçатĕнче ĕçлекенскер, унăн авторĕсене пĕлетĕпS Алина Николаева, Марина Николаева, Мария Ларионова тата Галина Селастей.

- Пирĕн ял питĕ хитре, пуян теме те пулать. Анчах пирĕн пĕр инкек - клуб çук. Пĕррехинче тĕслĕх библиотекăна мероприятие пухăнсан ял тăрăхĕн администрацийĕ умĕнче пулас клуба вырнаçтарма хурăн çыхса парнелеме сăмах патăмăр. Ăна çилпе вĕçтермесĕр ĕçе пуçăнтăмăр, ĕлкине хамăрах шухăшласа тупрăмăр, - калаçăва тăсать алă ăстисен "бригадирĕ" Алина.

Тĕлĕнтермĕш, урăх ниçта курман çак йывăçа хатĕрлемешкĕн 3 уйăх хăйсен вăхăтне вăрланă ялти харсăр хĕрарăмсем. "Пĕр 10 пин тенкĕлĕх материал кайрĕ /вĕтĕ шăрçана кунтинчен чылай йÿнĕрех хакпа Мускавран пĕлĕшĕсем илсе килнĕ. - Авт./. Шăрçасăр пуçне изолента, клей, цемент, хăйăр, тимĕр пăрăх /йывăç вулли/, алюмини пралук кирлĕ пулчĕ. Хăш-пĕр материалпа Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Анатольевич Иванов, питĕ пуçаруллă ертÿçĕ, тивĕçтерчĕ", - теççĕ çĕр ĕçĕпе тăрмашнă хушăрах çакнашкаллипе аппаланма та вăхăт тупнă пикесем.

Кур та савăн! - этемрен çÿллĕ шăрçа йывăç хĕлĕн-çăвĕн "ешерсе" куçа тыткăнлать. Ваттисен авалхи сăмахĕ тĕрĕсси пирки никам та тавлашмĕS ÿркенмен ăста пулнă. Статьяна вĕçленĕ май Чăваш Ен Культура министерствине пырса тивекен ыйтăва уçăмлатасси кăна юлчĕS Вăрмар тăрăхĕнчи улăх-вăрман та кÿлĕ-пĕве илемĕпе кăчăк туртакан Энĕшпуçĕнче клуб хăçан ÿссе ларĕ-шиQ.. Ăна ял-йыш кăна мар, хайхи хурăн та кĕтет-çке...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.