Ял-йыша мĕн шухăшлаттарать?

25 Янв, 2019

Республикăра йăлари хытă каяш ЙХК çаврăнăшне 2018 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕлле йĕркелеççĕ. Çавăнпа потребительсен умне ыйтусем тухса тăчĕç. «Хыпар» хаçат редакцийĕ вĕсене хуравлама май туса парас тĕллевпе кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕнче «тÿрĕ лини» ирттерчĕ. Ыйтусемпе сĕнÿсене «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина йышăнчĕ, республикăн Конкуренци политикипе тарифсен службин тата патшалăхăн пурăнмалли инспекцийĕн ертÿçисен çумĕсем Ирина Крыловăпа Александр Юркин, Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин тавралăха хÿтĕлессипе регионăн патшалăх экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Спиридонов, Строительство, архитектура, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин инженери инфратытăмĕн пайĕн консультанчĕ Оксана Романова тата ЙХК пухассипе, ăна турттарассипе, уйăрассипе, утилизацилессипе ĕçлекен регион операторĕн — «МВК «Экоцентр» тулли мар яваплă обществăн — ертÿçи Виктор Лагуновский хуравларĕç.

Машина пыман — акт çыр

Елена Каптурина Муркаш районĕ, Юнкă ялĕ: Хытă каяш турттарнăшăн кашни уйăхра укçа самаях тÿлетпĕр. Ăна пухассипе, утилизацилессипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсен тарифне пĕчĕклетме çук-ши?
И.Крылова:
Эсир 2018 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 31-мĕшĕччен вăйра тăнă 7444-мĕш тариф çинчен калатăр. 2019 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен çемьери кашни çыншăн тÿлев виçи 75 тенкĕ те 70 пус. Вăл регион операторĕн тарифĕнчен. Хуласенче тата яллă вырăнсенче пурăнакансемшĕн пĕрешкел норматив çирĕплетнĕ — ЙХК çулталăкра кашни çын пуçне 2,02 кубла метр е 215,84 килограмм. 449,71 тенке (регион операторĕн пĕрлехи тарифĕ) 2,02 çине хутлатпăр та 12 уйăх çине пайлатпăр — 75 тенкĕ те 70 пус пулать. Ку — кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен палăртнă хак. 74 тенкĕ те 44 пус 2018 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен пулнă. 2,02 — хваттерсенче тата уйрăм çуртсенче пурăнакансемшĕн пĕр норматив. Эсир панă ыйтăва нумайăшĕ, уйрăмах ял çыннисем, çĕклеççĕ, тÿлев виçипе кăмăлсăрланнине пĕлтереççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев министерствăсемпе ведомствăсене норматива пĕчĕклетес ыйтăва тĕпчеме хушнă. Халĕ ăна тишкерес ĕç пырать. Виçĕ районта, ку шутра Муркаш енре, кашни çын çулталăкра вăтамран миçе кубометр хытă каяш кăларса пăрахнине тепĕр хут шутласа палăртăпăр. Ялсенчи контейнерсенче сахалрах пуçтарăннине уçăмлатсан норматива пĕчĕклетме йышăнĕç.
Е.Каптурина: Регион операторĕн чÿк-ака уйăхĕсенче ялсенче ЙХК пухма автотранспорт ямалла мар, мĕншĕн тесен ун чухне вăл пухăнмасть. Çу-юпа уйăхĕсенче çеç илме килччĕр.
А.Юркин: Регион операторĕ хĕлле ялсене транспорт нормативра пăхнинчен сахалрах ярассине сÿтсе яврăмăр. Хытă каяш вĕсенче асăннă уйăхсенче те пуçтарăнать, çавăнпа машинăсене ямаллах. Вĕсем пымасан ЙХК пухăнса каять те каллех çырмана пăрахма пуçлаççĕ. Тÿлев виçине пĕчĕклетеççех.
И.Крылова: Çирĕплетнĕ норматива пăхăнса хĕлле виçĕ кунран пĕрре, çулла куллен турттарса каймалла. Регион операторĕ çак графика пăхăнмасан Раççей Правительствин 354-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн тата яла транспорт сахалрах килни е пач пыманни пирки çырнă актсене тĕпе хурса тÿлев виçине çĕнĕрен шутласа палăртмалла. Çав документ формине ял тăрăхĕсен администрацийĕсене çитернĕ. Вĕсене çырса, пичет çапса регион операторĕ патне çитермелле.

Алиса Тимофеева, Валентина Сутчева, Роза Алексеевна Шупашкар: Пирĕн прописка — республикăн тĕп хулинче, ялта çурт пур. Регион операторĕ хытă каяш турттарнăшăн тÿлеме квитанци икĕ адреспа ярса пачĕ. Уншăн та, куншăн та тÿлемелле-и?
А.Юркин:
Ялта пилĕк кунран ытларах пурăннине, контейнера хытă каяш тăкнине ял тăрăхĕн администрацийĕнчен справка илсе çирĕплетмелле, ăна регион операторне çитермелле. Çапла тусан хулара тÿлеместĕр. Хулана таврăнсан Шупашкарта пурăннине, Шупашкарта ЙХК кăларнине çирĕплетекен управляющи компанирен илнĕ справкăна ял тăрăхĕн администрацине çитерĕр. Вара ялта хытă каяш тăкманнине шута илсе тÿлеттермĕç.
А.Тимофеева: Ялта çулла пурăнсан та кашни уйăхшăн хулара çеç тÿлеме юрать-и?
А.Юркин: Юрать. Ялта пурăннă уйăхсемшĕн квитанци ыйтсан Шупашкарта укçа хывнине ĕнентерекен документпа çирĕплетĕр.
Степанида Житова: Хĕлле Шупашкарта, çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннеччен ялта пурăнатпăр. Кивĕ хута, целлофан хутаçа, ытти хытă ăпăр-тапăра мунча кăмакинче çунтаратпăр, çавăнпа хытă каяш нумай мар килте. Апла пулин те хулари хваттертен ЙХК кăларнăшăн тÿлеттернĕ чухлех илеççĕ. Çак хакпа килĕшместпĕр.
А.Юркин: Целлофан хутаçа, пластик савăт-сапана мунчара çунтарма юрамасть. Йÿçек шăршă атмосферăра пуçтарăнать, этем организмĕшĕн сиенлĕ хутăш çумăрпа пĕрле çĕре ÿкет, малтан ĕне сĕтне, тепĕртакран çын ăш- чикне лекет.
С.Житова: Малтан мунча кăмакинчен тухакан йÿçек шăршăпа мар, пыл хурчĕсене пĕтерекен, ытти чĕр чуна, этем сывлăхне сиенлекен минерал удобренийĕпе тата хими им-çамĕпе кĕрешмелле. Тепĕр ыйту: регион операторĕ манпа килĕшÿ çирĕплетмен — мĕншĕн?
А.Юркин: Ăна çирĕплетме эсир регион операторĕ патне 15 талăк хушшинче пыман тăк вăл 16-мĕшĕнчен вăя кĕртнĕ.
В.Лагуновский: Эсир «Экоцентра» пырăр, сирĕнпе килĕшÿ çирĕплетĕпĕр.
Михаил Муркаш районĕ : Хытă каяш турттарса кайнăшăн эпир чÿк уйăхĕшĕн тÿлерĕмĕр. Апла пулин те раштав уйăхĕнче çав уйăхшăн тÿлеме иккĕмĕш хут ыйтрĕç.
В.Лагуновский: Чăн та, пирĕн ĕçре чăрмав кăштах пулчĕ. Эсир куçарнă укçа çухалать тесе ан пăшăрханăр. Пирĕн бухгалтери ăна чÿк уйăхĕнчи документсене кĕртсе ĕлкĕреймен çеç, вăл тепĕр отчетра пулатех. Унта та кĕртмесен электрон почтăпа «Экоцентра» тÿленине çирĕплетекен квитанци копине ярса парăр — йăнăша тÿрлетĕпĕр. Малалла вулас...

www.hypar.ru
Юрий МИХАЙЛОВ. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.