«Хастар утăмлă, ăслă та хăватлă тепĕр ăру килетех»

23 Янв, 2019

«Тăван Атăл» литература журналĕ Раççейри чи лайăх пилĕк наци пичет кăларăмĕсен йышне кĕнине пĕлсенех чун-чĕрепе çунатланса кайрăм. Çапла, тĕрĕсех, «Тăван Атăл» «Чи лайăх литературăпа ÿнер кăларăмĕ» номинацире çĕнтернĕ текен хыпар Интернетра хăвăрт сарăлчĕ. Мана анчах мар, чăвашлăхшăн çунакан ытти чăвашсене те çак хыпар çут ĕмĕт парнелерĕ. Апла пулсан пирĕн малашлăх тĕксĕмленсех çитмен-ха. Пурăнатпăр-ха!
Журнал çырăнакан, вулакан пур чух шанăç чечекĕ те çеçке çурсах тăрĕ. Пичет çуртĕнчи виççĕмĕш хутра вырнаçнă журнал редакторĕн — Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн Лидия ФИЛИППОВĂН пÿлĕмне çĕкленÿллĕ кăмăлпа пырса кĕтĕм. Сăмах çине сăмах, калаçу çур çĕр патне çывхарнине сисмерĕмĕр те. Икĕ журналистăн чуна уçмалли самантсем самаях пухăнса çитнĕ иккен.
Лида, саламлатăп, анчах та савăннипе çÿл тÿпене вĕçсе хăпарма ан васка, ĕçлемелли тата нумай-ха...
— Тавах, ĕçтешĕм. Халĕ, кăштах вăхăт иртсен, çак пулăм çине тиркевлĕ- тишкерÿллĕрех куçпа пăхатăп та, çапла шухăшлатăп: паллах, Раççей шайĕнче наци кăларăмĕсене çакăн пек конкурса явăçтарса кăтартма, пĕр-пĕринпе паллаштарма хăтланни начар мар. Анчах паян, «глобализаци» тени хăйĕн ĕçне питĕ ăнăçлă пурнăçланă тапхăрта, наци ыйтăвĕсем çине /литература, культура, ÿнер... — пичечĕ те çав шутра/ урăхларах шухăшлавпа пăхмалла... Темле пулсан та çĕнтерÿçĕсен йышĕнче «Тăван Атăл» журнал ячĕ /эппин, Чăваш Республики те/ янăрани пачах та япăх пулăм мар. Çавăнпа хам енчен журналпа çыхăну тытакан авторсене, вулакансене, ĕçтешсене, ырă сунакансене, кăштах кĕвĕçекенсене те Çĕнĕ 2019 çулпа саламланипе пĕрлех тав сăмахне те йышăнма ыйтатăп. Сăмах май каласа хăварам-ха: журнал тиражĕ республикăра та, регионсенче те ÿсрĕ. Эппин, эпир пĕрле тăрăшни, çыравçăсен хайлавĕсем халăха кирлех.
Ак тата! Кĕвĕçекенсем те пур-и?
— Вулакансенчен ытларах çутă позитив килет: ырă сĕнÿсем, асăрхаттарни, тав туни. Ăçтан тухать-ши çав кĕвĕçÿ, пĕлместĕп, анчах та хушăран, шел те, çавăн пек сас-хурана та çитереççĕ çав...
Çамрăкрах чух хăлхана кĕвĕçÿ сăмахĕ кĕрсен тарăхаттăм, илтес килмест теттĕм. Халь ак савăнатăп çеç. Çакă мана пурнăçра асăрханма пулăшать, чăн туслăхăн хакне ăнлантарать...
— Пĕр евĕр шухăшлатпăр иккен эпир санпа, Юрату. Эпĕ те çулсем иртнĕçемĕн ун пеккисен «ыр сунăмĕсене» чĕре патне илме тахçанах пăрахнă ĕнтĕ. Кунта сăмах туссем пирки пымасть. Куçран пăхса сутакансем пĕрре çеç пулман. Халĕ те пур. Анчах та халь аслăлантăмăр, ăслăлантăмăр. Шăп та лăп çав «ырă сунакансем» çухалса кайма, вăйсăрланма мар, тата та çирĕпленсе хăватланма çеç пулăшаççĕ. Çак шухăш сăвă йĕркинче те тухрĕ: «Тавах сире, пире кураймансем, Тавах сире пире юратмансем...» «Тăван Атăлта» та кун çути курчĕ вăл — ыттисемшĕн те тĕслĕх пултăр терĕм. Эх, лайăхах мар шухăшран пуçларăмăр тем эпир калаçăва. Темăна улăштарар-и?
Ăнланмалла, ку калаçу та кирлех. Журнал патне таврăнар-ха... Ун тилхепине шанса пани икĕ çул çитет. Кĕске вăхăтра тиража ÿстерме пултартăн, çĕнĕ темăсемпе пуянлатрăн, Раççей шайĕнче ун сумне çĕклерĕн. Епле пултарайрăн?
— Пĕччен мар, ĕçтешсем, ентешсем пулăшнипе, паллах. Вĕсене — уйрăм тав сăмахĕ. Авторсемпе тата вулакансемпе те яланах çыхăнура эпĕ. Уйрăмах тиража ÿстересси пĕччен тумалли ĕç мар. Çапла, Чăваш тĕнчишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç пулса иртрĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Раççейĕн 81 регионĕнчен 49-не «Тăван Атăл» почта урлă уйăхсерен çитет. Журнал - чăвашла тухакан пĕртен- пĕр литература кăларăмĕ пулса юлчĕ. Малтан Хусанта «Шурăмпуç» ятпа чăвашла журнал тухнă. Юлашки вăхăтра унăн çĕнĕ кăларăмĕсене асăрхамарăм. Анчах манăн вĕсене, республика тулашĕнче пурăнакан чăваш-ĕçтешсене, сăмах ăстисене çухатас килмест. Пушкăртстанри «Шуратăл», Чĕмпĕрти «Шевле» литература пĕрлешĕвĕсене, Тутарстанри чăваш çыравçисен «Сунтал» пĕрлĕхне журналта вырăн пама тăрăшатăп. Манăн нихăçан та халăхсене, çав шутра хамăр республикăри çыравçăсен виçĕ пĕрлешĕвĕнче тăракан сăмах ăстисене, пайлас тĕллев пулман, пулмасть те. Яланах пĕр тĕллев — чăваш халăхне, çав шутра чăваш çыравçисене те, пĕрлештересси. Çапла пулса пырать те.
Аван шухăш. Редактора ларсанах редколлегие çĕнĕ çыравçăсемпе пуянлатрăн ав...
— Пире хисепĕшĕн çеç шутланса тăракансем кирлĕ мар. Ĕçлекенсем кирлĕ. Пушкăрстанри Николай Ишимбая, Чĕмпĕрти Николай Ларионова, Тутарстанри Евгений Турхана редколлегире ĕçлеме чĕнтĕмĕр. Виççĕшĕ те паллă çыравçăсем. Вырăнти çыравçăсем вĕсене лайăх пĕлеççĕ, хисеплеççĕ, пулăшаççĕ. Авторсем вара маншăн редакци ĕçченĕсем пекех.
Тепĕр ырă пулăм: журналăн тематики те тĕпрен улшăнчĕ...
— Вулакансем — тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем. Çакна шута илсе тĕрлĕ жанрсемпе усă куратпăр. Паянхи вулакана колхозсем йĕркеленĕ вăхăт кăсăклă мар. Урамра - 21 ĕмĕр. Шăп та лăп паянхи саманана сăнарлакан темăсем кирлĕ. Сахал пулин те, пур вĕсем.
Шел, сăмах ăстисен аслă ăрăвĕ, «шăллă» ăрăвĕ, кайса пырать. Çамрăк ăрăвĕ вара самана таппипе ниепле те ĕлкĕрсе - «шăлланса» - пыраймасть. Сатирăпа юмор жанрĕсене уйрăмах пырса тивет çакă. Куçăм тапхăрĕ пырать...
Сăмах май, мана материалти тĕп шухăша страницăра уйăрса пичетлени кăмăла каять. Вулакана хайлава пĕтĕмĕшле вулама хистет...
— Редакторта пĕрремĕш çул çеç ĕçлеместĕп. Журналистикăра — 30 çул. Пухăннă опыт вулакана мĕн кирлине тÿрех систерет. Шухăша уйрăм палăртнисĕр пуçне вулакана илĕртни те пур кунта. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.